Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллевĕсем ку эрнере те пысăк

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен черетлĕ канашлăвне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ирттернĕ. Унта иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пăхса тухнă, çитес эрнери тĕллевсене палăртнă.

Хальхи вăхăтра районта чи яваплă ĕçсенчен пĕри – вырма. Канашлура унăн кăтартăвĕсемпе паллашнă, вырмапа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене çивĕчлетнĕ. Кунтах çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес, хутмалли хĕллехи тапхăра шанчăклă кĕтсе илес, çав вăхăтрах федераллă тата республика программисене, приоритетлă наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçласа пырас ыйтусене те сÿтсе явнă.

Çак кунсенче района тата икĕ çĕнĕ шкул автобусĕ çитнĕ. Кăçал çакнашкал тепĕр тăватă çĕнĕ техника илме май пур.

Хальхи вăхăтра мĕн пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Шкул çумĕнчи çĕр участокĕсемпе те туллин усă кураççĕ.

Канашлура районти строительство объекчĕсем çинче те чарăнса тăнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться