Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрхисене ытларах акасчĕ

Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи культурăсене (кĕрхи тулă, ыраш) акса туса илес енĕпе ытларах ĕçлеме пуçларĕç. 2006 çулта кĕрхисем çурхисен 18 процентне йышăннă пулсан, 2007 çулта 31 процент пулнă, 2008 çул валли 50 процентран ирттерме палăртнă. Пирĕнпе кÿршĕллĕ Тутарстанра çак енĕпе нумай çул ĕçлеççĕ.

Иртнĕ пилĕк çул хушшинче кĕрхи туллăн вăтам тухăçĕ те çурхи туллăнинчен 10 центнера яхăн ытларах пулнă.

Кĕрхи культурăсене куçăмлă фондри (переходящий фонд) вăрлăхпа акнин те уйрăмлăхĕ пур. Пĕрремĕшĕнчен, вăл хĕл каçса, лайăх канса кондицие пур енĕпе те ларать. Иккĕмĕшĕнчен, 1-2 уйăх маларах им-çамласан пĕрчĕ çинчи чир-чĕр пĕтет. Виççĕмĕшĕнчен, вăл запас вăрлăх, унпа кирлĕ чухне кирек хăçан та усă курма пулать.

Тин пуçтарнă вăрлăх вара акиччен канса ĕлкереймест, шăтаслăхĕ те сахалрах пулать, гектар пуçне ытларах вăрлăх каять. Вăл йĕтем çине чĕрĕрех кĕрет.

Вăрлăхăн нÿрĕлĕхĕ 14-15 процентран ытларах пулсан им-çамлама юрамасть. Им-çамламан вăрлăхра тĕрлĕ чир-чĕр нумай. Вĕсем калчаран аталанса çуркунне çурхи культурăсене куçма пултараççĕ.

Кĕрхи культурăсене акмалли çĕр (хура пус) çă-вĕпех хура пулмалла. Çапла тусан çум курăк сахал шăтать. çуркунне гербицид сапмасăрах ирттерме пулать, нумай чухне сапмастпăр та.

Кĕрхисене нумайрах акса хăварни çурхи ĕçсене хăвăртрах туса ирттерме май парать.

Çанталăк условийĕсем фитофторăна сарăлма май туса пачĕç. Лаптăкăн-лаптăкăн макроспориоз, альтернариоз чирĕсемпе хутăш. Асăрхаттаруллă ĕçсене тума вăхăт.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться