Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЫРАНА ХĂВАРАС МАРЧЧĔ

Пирĕн районта кĕрхи культурăсем начар мар тухăç параççĕ. Çавна шута илсе иртнĕ çул 6950 гектар акса хăвартăмăр. Малашне кĕрхи тулăпа ыраш лаптăкне çултан çул ÿстерсе пырасшăн. Çĕр ĕçченĕсен ÿсĕмĕ çĕнĕ сортсене çул панинчен те нумай килет.

Район пуçлăхĕ Н.И.Глухов хуçалăхсен ертÿçисемпе тата специалис-чĕсемпе тĕл пулсан, кашни хутĕнчех кĕр тыррисен лаптăкĕсене пысăклатма кирли çинчен ас тутарать. Республикăри малта пыракан хуçалăхсен опытне тĕпе хурса калать вăл, мĕншĕн тесен çанталăк кирек мĕнле тăнă çулсенче те хресчене кĕрхи тырă çука хăварман.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе кооперативсенче вăй хуракансен вăраха ямасăр тумалли ĕç темĕн чухлех: выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлемелле, вырмана кĕске срокра вĕçлессишĕн тăрăшмалла, çав хушăрах çитес çулхи тухăç никĕсне хывса хăварасси пирки те паянах шухăшламалла. Пĕрне те ырана хăварма çук.

Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси те халех пурнăçа кĕртмелли тĕп ĕçсенчен пĕри. Паянхи куна 3103 гектарĕ хатĕр. Ку тĕлĕшпе Ленин ячĕллĕ, “Югель”, “Хастар”, “Исток” хуçалăхсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Меслечĕсем тĕрлĕрен. Районта виççĕмĕш çул Пенза облаçĕнчи Мокшанск районĕнчи “Пугачевское” ТНВ опычĕпе усă куратпăр.

Çав вăхăтрах “Заря”, “Знамя”, “Алга”, “Ленинец” хуçалăхсенче çак ĕç çине ÿрĕк-сÿрек пăхаççĕ. Мĕн кĕтеççĕ-ши вĕсем: кĕрхи тырă йышăнакан уйсем пушанасса-и е техника паркĕнчи тракторсем юсавран тухасса-и; Вăхăт вара кĕтмест. Пирĕн тăрăхра кĕр тыррисем акма çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен кая юлмасăр тухмалла. Кĕр акине вăхăтра ирттерсе яратăн – тырăллă пулатăн. Октябрĕн 1-мĕшĕчченех акма юрать. Кун пек тĕслĕхсем пулнă. Çакă тухăçа чакармасть.

Çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл – кĕрхи тырăсен куçса çÿрекен фондне йĕркелесси. Районта кун пирки нумай калаçатпăр, анчах пурте пĕр пек ĕçлеймеççĕ-ха. Куçса çÿрекен фонда йĕркелейменни вара хуçалăхсемшĕн ытла та хака ларать. Кăçал пуçтарса кĕртнĕ тырă вăрлăхĕпе акса хăварни ниепле те тухăçа ÿстерме пулăшаймĕ. Районта çак фонда хаклакансем çук мар. Акă, “Звезда”, “Красное знамя”, “Родина”, “Первомайск”, “Малалла”, “Хастар”, “Труд”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче, “Батырев-ский” улма-çырла питомникĕнче куçса çÿрекен фонд йĕркеленĕ.

Районта паянхи куна 340 тонна вăрлăх пур. Анчах çакă çителĕксĕр, 1990 тонна кирлĕ. Кĕрхи культурăсене 10 пин гектартан кая мар акса хăварма палăртнă. “Дуслык”, Ленин ячĕллĕ, “Тойсинская”, “Батырев-ский”, “Труд”, “Красное знамя”, “Хастар”, “Югель” хуçалăхсем кĕрхисен лаптăкне самаях пысăклатасшăн.

Сортлă вăрлăх хатĕрлекен “Малалла”, “Труд”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Батыревский” улма-çырла питомникĕ ял хуçалăх предприятийĕсене кĕрхи культурăсен вăрлăхĕпе тивĕçтерме пултараççĕ. Çак тĕллевпе 1769 гектар ырашпа кĕрхи тулă акса хăварнă.

“Труд” хуçалăх Курган облаçĕнчен пысăк тухăç паракан “Житница” (Розовская 7) кĕрхи тулă, хăш-пĕр хуçалăх Пăва районĕнчен “Волжская – 100” кĕрхи тулă, “Тритикале” ырашпа тулă хутăшĕ илсе килнĕ. Ăна 105 гектар акса хăварасшăн. Çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсенчен туяннисем те пур.

Пуçласа çу вăрлăхĕ туса илес тĕллевпе кĕрхи рапс акасшăн. Унпа ĕçлеме “Югель”, “Исток”, Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя” хуçалăхсем кăмăл турĕç. Кашнинче 50-шар гектартан кая мар пулĕ. “Тетра-Инвест” холдингпа килĕшÿ тунă. Çавна май компани хуçалăхĕсене вăрлăхпа тата удобренипе тивĕçтермелле. Вĕсен вара холдинга рапс вăрлăхне ÿстерсе памалла.

Çулсеренех кĕрхи тырăсене куçса çÿрекен фондран илнĕ вăрлăхпа акса хăваракансем ăна çĕнетсех тăраççĕ, пысăк тухăç паракан малашлăхлă сортсене çул парассине тĕп вырăнта тытаççĕ. Çапла туни кĕрхи культурăсен тухăçне çурхисемпе танлаштарсан 10 центнер ытларах ÿстерме май парать. Малта пыракан хуçалăхсенче çакна ăнланса кĕрхи культурăсене ытларах акма тăрăшаççĕ те.

Енчен те куçса çÿрекен фондра вăрлăх пулмасан ирĕксĕрех кăçал пуçтарса кĕртнĕ тырăпа усă курма тивет. Кун пек чухне вăрлăха им-çамламасăр акмалла мар. Унсăрăн тырра чир-чĕр ерет, çакă вара тухăçа нумай чакарать.

Хуçалăхсен правленийĕсен, агрономи службисен, ертÿçĕсен, вăрлăх енĕпе ĕçлекенсен кĕр акине çÿллĕ шайра, пысăк пахалăхпа ирттерсе ярассишĕн çине тăрса тимлемелле. Çакă çитес çулта пÿлмесене ылтăн пуянлăхпа тултарма пулăшĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться