Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Эпир пĕр тымартан ĕрченĕ»

Юлашки вăхăтра уйрăм çынсем тĕрлĕ кĕнеке-брошюра нумай пичетлесе кăларчĕç. Эпĕ пĕлекенниех район çыравçисем 3 çулта 34-шне кун çути кăтартрĕç. Пĕринче – сăвăсем, тепринче – калавсемпе повеçсем, виççĕмĕшĕнче ял, район историне калăпланă.

Чи хастар çыравçăсене те асăнса хăварас килет. Вĕсем: Пăлапуç Пашьелĕнчи Н.Тельцов, Упамсари Г.Васильев, Пÿртлĕри И.Пахомов (икшер), Сантăр Аксар – Мефодьев – Еншикрен (4 кĕнеке), Патăрьелĕнчи Л.Раськин, Нăрваш Шăхалĕнчи В.Велвокай – Яковлев, Турханти Т.Кокель-Пирожкова (икшер кĕнеке кăларнă), Туçари Г.Мулюков, Патăрьелĕнчи – Г.Хлебникова, Ишлĕри И.Ерофеев, Первомайскинчи – Я.Степанов, Треньелĕнчи Галка Ваçлейĕ тата ыттисем те.

Патăрьелĕнчи Лидия Такмакова – Ижедерова (ÿкерчĕкре) хăйĕн çичĕ сыпăка çитиччен йăх тымарне тĕпчесе 100 страницăллă “Эпир пĕр тымартан ĕрченĕ” (“Родословная Такмаковых”) ятлă кĕнеке кăларчĕ. Ăна автор 2003 çулта хатĕрлеме тытăннă, çемье архивне тĕпченĕ, сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, нумай çынпа тĕл пулса калаçнă.

Автор, çулĕпе çамрăках мар пулсан та, çак пысăк ĕçрен хăраман, пуçланине вĕçне çитерчех.

Кĕнекере 16 çемьен йăх тымарĕ еплерех аталанса пынине çырса кăтартнă. Çак йăхра пурĕ 982 çын иккен.

Кĕнеке историллĕ аса илÿсемпе пуян пулнăран интереслĕ. Унта вĕсем хăйсен ачалăхне, çамрăклăхне, хуйхипе савăнăçне те каласа параççĕ. 93 çулхи Раськина К.И. граждан вăрçи пуçлансан ял халăхĕ выçлăхпа епле нушаланнине, каярахпа колхозсем йĕркеленнине сăнласа кăтартнă.

Клавдия Ивановна граждан вăрçине, Финлянди (1939) тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçисене тÿссе ирттернĕ.

Çавăн пекех ĕçе ĕлĕкхи юрă-сăвă, йăла-йĕркене пурнăçланă чухне калакан хĕрт-сурт сăмахĕсене, такмаксене кĕртни те хăйне евĕрлĕ пулăм.

Автор тĕрлĕ çулхи сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарса кашни çемьен йăх тымарне схема туса кăтартнă.

Манăн çак кĕнекене “кĕнеке – палăк” тесе калас килет, мĕншĕн тесен çакăн чухлĕ материал пухма, вĕсене цифра – фактсемпе çирĕплетме, нумай çынпа тĕл пулса калаçма вăй-хал çитерме пултаракан çын чăн-чăнах паттăр та маттур.

Кĕнекене районти тĕп библиотекăра калăпланă. Хуплашкине “Авангард” хаçат редакцийĕнче тунă.

Вăл кашни çынна шухăша ярать, хăйĕн йăх тымарне тĕпчес ĕмĕт çуратать, çемье архивне çитĕнекен ăру валли тирпейлĕ усрама хистет. Çавăн пекех шкул ачисене, студент-сене реферат, тĕрĕслев ĕçĕсем, дипломсем çырнă чухне усă курма май парать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться