Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çынсен прависен хÿтлĕхĕшĕн

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта саккунсене 535 хутчен пăснине палăртнă. Саккунлăхпа çыхăнса тăманнине пула административлă тата вырăнсенчи самоуправлени органĕсен 45 актне протестленĕ. Çавăн пекех саккунсене пăснипе тĕрлĕ харпăрлăхри организацисене 128 представлени тăратнă. Вĕсем тăрăх 56 работника дисциплина енĕпе явап тыттарнă, должноçри 27 çынна штрафланă.

Граждансен ĕçлев правине хÿтĕлес тĕлĕшпе те сахал мар тимленĕ. Прокуратура пуçарнипе ĕç укçи шыраса илес тĕллевпе суда 255 тавăç тăратнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 1436 пин тенкĕпе танлашнă. Судра вĕсен пĕр пайне пăхса тухса тивĕçлисенчен 1414 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Ыттисене те çывăх вăхăтрах пăхса тухма палăртнă.

Пĕтĕмĕшле надзор тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнче 8 уголовнăй ĕç пуçарнă. Районти шалти ĕçсен пайĕнче шута илмен е учетран пытарса хăварнă 5 преступление тупса палăртнă. Урăхла каласан, кăçалхи çур çулта регистрациленĕ 163 преступленирен 5-шне прокуратура пуçарăвĕпе учета тăратнă. Учетпа регистраци дисциплинине пăснăшăн, дознанипе следстви ĕçĕнче саккуна пăхăнманшăн милицин 4 сотрудникне дисциплина енĕпе айăпланă.

Туса ирттернĕ ĕçсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те пур-ха. Акă, çынна йывăр суран кÿнĕ тĕслĕхсем кăçал ÿссе кайрĕç. 2007 çулта 3 факт пулнă. 2006 çулта 1 çеç.

Çын пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратнă йывăр тата çав тери йывăр преступленисем, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем тата ытти фактсем те пире пăшăрхантараççĕ.

Халăх хушшинче право профилактики ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пырасси, граждансене саккунсен çирĕп хÿтлĕхне илесси, кашни преступление тăрă шыв çине кăларасси, айăплисене тулли явап тыттарасси малашне те прокуратура работникĕсен тĕп тĕплевĕсем пулса тăрĕç. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн куллен ĕçлĕпĕр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться