Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пуçлăхĕ – ял тăрăхĕсенче

Район пуçлăхĕ Н.Глухов Ыхра Çырмипе Тăрăн ял тăрăхĕсенче пулнă. Ыхра Çырми шкулĕ патне пымалли çул-йĕре тăвас ыйтупа, “Исток” çĕр ĕç фирминче вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленнĕ. Хуçалăх ертÿçипе Александр Илюткинпа малашлăх планĕсене, техникăна çĕнетессине сÿтсе явнă.

Ку хуçалăх районта малта пыракансенчен пĕри. Кунта ял хуçалăхне аталантарас, техникăна çĕнетес, çĕнĕ технологи çине куçас тĕлĕшпе малта пыракансен опычĕпе анлăн усă кураççĕ.

Хуçалăхра вырма ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ.

“Исток” хуçалăхăн çĕрĕ 1859 гектар. Унсăр пуçне панкрута тухнă Крепков ячĕллĕ хуçалăхăн çĕрне арендăна илнĕ. Кăçал унăн 235 гектар кĕрхи, 752 гектар çурхи культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Хуçалăх сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессипе те ăнăçлă ĕçлет. Вăл 350 гектар. 50 гектар рапс акнă. “Иккĕмĕш çăкăр” 65 гектар çинче.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕх йышне те ÿстерсех пырать. Вĕсем валли 850 тонна сенаж, кирлĕ чухлĕ утă хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсем акма 160 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 июля 2007
00:00
Поделиться