Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Право йĕркине çирĕплетме

Патăрьел район администрацийĕн право йĕркине пăснине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ комисси председателĕ Р.Селиванов уçнă, ертсе пынă.

Ларура малтанах Пăлапуç Пашьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Никитинпа В.Рубцов хăйсен ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсем епле ĕçлени çинчен отчет тунă. Комисси вĕсене сĕнÿсем, асăрхаттарусем панă, уйрăмах ун пеккисем Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе ытларах пулнă.

Тепĕр ыйтупа комиссире Кзыл Чишма ял тăрăхĕнчи профилактика канашĕ наркотиксемпе тата психотроплă япаласемпе усă курнине хирĕçле ĕçе мĕнле йĕркеленипе ял тăрăх пуçлăхĕ З.Салахутдинов паллаштарнă.

Комисси сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă, профилактика кунне ирттермелли ял тăрăхĕсене палăртнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 июля 2007
00:00
Поделиться