Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ПЛЭНЕРА хутшăннисем– чиркÿре

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Турханта А.А.Кокель художника асăнса Тĕнчери пĕрремĕш плэнер пырать. Унта хутшăнакансем – Украина тата Раççей художникĕсем – Турхан чиркĕвĕнче пулса курнă.

Вĕсене Петр Забегаев протоиерей кĕтсе илнĕ, чиркÿ историйĕпе, Алексей Кокелĕн пиччĕшĕ Григорий Кокель пурнăçĕпе паллаштарнă. Паллă ĕнтĕ, Г.Кокель епископа çитиччен ÿснĕ, вăл – чăвашран тухнă пĕрремĕш святой.

Çакăнтах Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов хăнасене социаллă-культурăллă учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕ, ял тăрăхĕн ку чухнехи социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕ çинчен каласа панă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 июля 2007
00:00
Поделиться