Хумханать тырă пусси
Хуçалăх уйĕнче кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем
Николай Черновшăн çĕр ĕçĕ ют мар. Вунпиллĕкмĕш вырмана хутшăнать вăл. Хăйĕн пурнăçне шкул сакки çинченех тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Малтанхи çул комбайнер пулăшуçи пулнă, тепĕр çул çамрăка “Нива” СК–5 комбайн шанса панă. Николай Анюров – КамАЗ водителĕ. Кăçалхи вырмара комбайнпа ĕçлеме кăмăл тунă.
Николай Пайдютов комбайнер качака курăкĕ вырать. Хуçалăхра ку культура
Василий Тинюковпа Александр Бакашин водительсем комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттараççĕ, рейс хыççăн рейс тăваççĕ.
Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси те пĕрремĕш вырăнта. Владимир Кузнецовпа Иван Исаков механизаторсем нумай çул ÿсекен курăка иккĕмĕш хут çулаççĕ. Сергей Петрухин тавăрса пырать. Станислав Давыдов преслать. Хăватлă техникăпа ĕçлени выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе хăвăрт вĕçлеме пулăшать.
Ялта пушă, ĕçсĕр çын никам та çук. Ватти-вĕтти хирте севок, пуçлă сухан кăларать. Пай çинче, вырмара ĕçлекенсене хавхалантарма уйрăм тÿлев палăртнă. Хуçалăх ертÿçи Петр Никифоровпа Валерий Красников тĕп агроном ырашпа кĕрхи тулă акмалли хура пусă лаптăкĕпе те паллаштарчĕç. Анасене агротехника йĕркисене пăхăнса ĕçлесе хатĕрлени куç умĕнче. Кашни çулхи опыт кĕрхи культурăсенчен ытларах тухăç илме пулнине, тăкакĕсем сахалланине çирĕплетет. Николай Глухов К–150 тракторпа
“Иккĕмĕш çăкăр”
“Пĕр пĕрчĕрен – вунă пĕрчĕ, çĕр пучахран – пин пучах” текен ваттисен каларăшне асра тытса пурăнаççĕ Сăкăтсем. Тухăçа 30 центнера çитермелле, унтан кăштах ирттермелле – çапла вĕсен тĕллевĕ.