Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турханти вăтам шкул никĕсĕнче Тĕнчери пĕрремĕш Кокель плэнерĕ иртнĕ

 

Мероприятие Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Раççей Вĕрентÿ академийĕн академикĕ Лев Кураков, район пуçлăхĕ Николай Глухов, Украинăри дизайнпа искусствосен патшалăх академийĕн профессорĕ Виктор Ковтун, Украина тава тивĕçлĕ художникĕ Александр Чередниченко, Украина художникĕсен Наци союзĕн членĕ Сергей Коморный, Раççей художникĕсен союзĕн членĕ Воронежри искусствăсен академийĕн доценчĕ Евгений Щеглов, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин, Чăваш тава тивĕçлĕ художникĕ ЧПУ профессорĕ Иван Даренков, А.А.Кокель ĕçне малалла тăсаканĕ ЧПУн дизайн кафедрин пуçлăхĕ Светлана Кокель, А.А.Кокель музейĕн директорĕ Валентин Сергеев тата ыттисем те хутшăннă.

Хисеплĕ хăнасене чикĕре Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Сымов, ял тăрăх депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, шкул ачисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.

Турханти вăтам шкулта хаклă хăнасем учительсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулнă.

Плэнера ЧПУ профессорĕ, А.А.Кокель еткерлĕхне тĕпчекен лаборатори ертÿçи Владимир Васильев уçнă. Мероприятие килнисене район пуçлăхĕ Николай Глухов, Лев Кураков ректор, Украина халăх художникĕ Виктор Ковтун, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин саламланă.

Турхан ялĕн культурине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Виктор Ковтуна “Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят панă.

Мероприятие Геннадийпе Ольга Терентьева артистсем, “Илем” фольклор ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшипе илем кÿнĕ.

Хăнасем А.А.Кокель Асăну хăми умне чечексем хунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июля 2007
00:00
Поделиться