Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йăлтах халăхшăн, унăн пурнăçне лайăхлатассишĕн

Июлĕн 18-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Унăн республика шайлĕ ĕçлĕ ушкăнне ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, республикăри “Чувашкино” патшалăх учрежденийĕн директорĕ Н.Медведев хутшăнчĕç. Шăпах çак кун района РФ Патшалăх Думин тĕнчери лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ, “Единая Россия” партийĕн Генсовечĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.Косачев килсе çитрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов тата информаци кунне хутшăнакансем кĕтсе илчĕç. Хаклă хăна килнĕрен информаци кунĕ пушшех те çÿллĕ шайра иртрĕ. Унта хутшăннисем виçĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, район пуçлăхĕ Н.Глухов чи малтан районти чи хĕрÿ строительство объектĕнче – Патăрьелĕнчи тĕп больницăн хушма корпусне тунă çĕрте пулчĕç. Н.Тинюков тĕп врач больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи больница çурчĕ чăннипех те район çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермест, мĕншĕн тесен унăн базине районсем хушшинчи травматологи, ача çуратакан тата гинегологи уйрăмĕсем те кĕреççĕ. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2006 çулта больницăна 6 миллион та 589 пин тенкĕлĕх оборудованипе тивĕçтернĕ-ха. Кăçал 7 миллионлăх килмелле. Çĕнĕ корпуса туса пĕтерсен унта терапи, неврологи, ача-пăчапа хĕр-арăм консультацийĕсем вырнаçмалла. Патшалăх Думин депутачĕ больница ĕçченĕсемпе те тĕл пулчĕ.

Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Первомайски ял тăрăхĕсемпе иртнĕ май К.Косачев Патăрьел халăхĕ ĕçчен пулнинчен, çĕре юратнинчен, çĕнĕ çуртсем çĕкленинчен, газ кĕртнинчен, асфальтлă çулсенчен чăннипех те тĕлĕнчĕ,

Хурама-Твар ялĕнче пурăнакансем хăнасене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Çак ял халăхĕшĕн çак кун ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ. Кунта “Турхан – Хурама-Твар” автоçул уçăлчĕ. Çак ятпа вĕсене район пуçлăхĕ Н.Глухов, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, РФ Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев, Канашри ПАТП менеджерĕ Н.Александров, Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Ю.Козлов тата ыттисем те саламларĕç,

Халăхпа тĕл пулнă май К.Косачев “Единая Россия” политика партийĕн задачисем çинче чарăнса тăчĕ, Хăватлă Раççее аталантарассипе, йышăннă программăсене пурнăçлассипе, ялти çынсен пурнăçне лайăхлатассипе мĕн-мĕн ĕçленине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ районта ку тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсем, строительство мĕнле аталанса пыни çинчен каларĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касса çула уçнă хыççăн ача-пăча автобуспа ярăнса савăнчĕ.

Ĕçлĕ ушкăн Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче, Шăнкăртамри “Азирра” ял кооперативĕнче пулса халăхпа курса калаçнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова, республикăри “Чувашкино” патшалăх учрежденийĕн директорĕ Н.Медведев, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ф.Майорова Патăрьелĕнчи ваттисемпе инвалидсен çуртĕнче пулса курчĕç, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Виççĕмĕш ушкăнри ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков, ветстанци начальникĕ П.Ефимов Туçа, Тăрăн ял тăрăхĕсенче, “Звезда”, “Исток” хуçалăхсенче, Туçари ветучастокра пулчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, халăх шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕç.

Кăнтăрла иртсен информаци кунĕ район администрацийĕн залĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта РФ Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев, ЧР Физкультура, спорт, туризм министрĕ А.Николаев, ЧПУ ректорĕ Л.Кураков академик районти предприятисемпе организацисен, хуçалăх ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕç, пурте сăмах каларĕç. Информаци кунне район пуçлăхĕ Н.Глухов пĕтĕмлетрĕ.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июля 2007
00:00
Поделиться