Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăй хумалли енсем пур

 Район пуçлăхĕ Н.Глухов райадминистраци структура ертỹçисен черетлĕ канашлăвне ырă хыпарсенчен пуçланă. Çакна палăртнă канашлура:

Чăваш Ишек, Упамса, Каншел ялĕсем хăйсен уявне паллă тунă. Аслă Чеменре "Хĕвеллĕ ен йăлисем" пĕрремĕш фестиваль иртнĕ. Унта халăх ăсталăхне туллин кăтартнă.

Патăрьел районĕн администрацийĕн команди патшалăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадинче ăнăçлă ăмăртнă. Кăçалхи бюджета 72 процента яхăн пурнăçланă.

Планеркăра учительсене кăçал шалу тỹллессин улшăнăвĕсем пирки калаçнă.

Планеркăра ку ыйтусемсĕр пуçне наци проекчĕсене пурнăçласси, тăрăшуллăрах ĕçлес пирки çивĕч калаçу пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2007
00:00
Поделиться