Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕслĕх илмелĕх пур

 

Нăрваш Шăхаль ялĕнче Мулендеевсен пысăк та йышлă, ĕçчен те пултаруллă ратни пурăнать. Вĕсене Турă пур енчен те пултарулăх панă.

"Ỹркенмен ăста пулнă", _ тенĕ ваттисем. Чăнах та ỹркенмеççĕ çак йăхри çынсем. Вĕсем плотник та, столяр та, механизатор та, çĕр ĕçченĕ, юрă-ташă ăсти, купăсçă, ỹкерме те пултараççĕ. Çĕр ĕçне юратаççĕ. Çавăнпа та ял хушшинче те ятлă-сумлă çынсем. Хаçат вулакансене вара эпĕ вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарасшăн.

Сергей Ивановичпа Ольга Петровна Мулендеевсем вăтам хресченсем шутланнă. Çĕр-шывра колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра 30-мĕш çулсенче пулнă. Тĕреклĕ хуçалăх тытнă. 10 ачаллă çемье колхоза малтанах кĕме килĕшмен. Анчах та аслăрах ачисем пурнăç таппинчен юлас темен. Çамрăклах ытти тус-тантăшĕпе колхоз ĕçне явăçма тытăннă. Марье 12 çултах ĕçе явăçнă. Çурлапа тырă вырнă, çапнă, ытти тĕрлĕ ĕçре хастарлăхне кăтартнă. Каярах ăна ферма чăх пăхма илсе кайнă. Кунта ĕçленĕ вăхăтра иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. 42 çулхи ашшĕне, Сергей Ивановича, фронта илсе кайнă. Ун чухнехи йывăр тапхăр аслă ачисемпе амăшĕ çине тиеннĕ. Ялти пĕтĕм ĕçе ватăсемпе çамрăксем пурнăçланă. Яш-кĕрĕм мĕн кăна тỹсмен-ши? Сиввине те, выçлăхне те, нуши-асапне те, кỹренỹ-хурланăвне те. Сергей Ивановичпа Ольга Петровна ачисем те çакна чăтнă, тỹснĕ. Мария Сергеевнăна пĕр кунĕнче правлени ларăвне чĕнтернĕ. Ĕнесем пăхма куçарасси пирки пĕлтернĕ. Лару-тăру йывăр пулнă. Хăш-пĕр ĕнисем ура çине те тăрайман. Хирĕçлеймен хĕр, килĕшнĕ. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, йĕпе-сапана пăхмасăр çăпатапа, выçлă-тутлă сутки-суткипе выльăхсене пăхнă, вĕсене ура çине тăратнă, вилессинчен хăтарнă. Çапла вара Марье фермăра 15 çул вăй хунă. Петя шăллĕ те хăй ĕмĕрне выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарнă. Чăх пăхнă, возчикра ĕçленĕ, каярах хурт-хăмăр пăхса ĕмĕрне ĕмĕрленĕ.

Ашшĕ, Сергей Иванович, 1942 çулта Калинин фронтĕнче тăшманпа çапăçса пуçне хунă. Вăрçă йывăрлăхĕ унăн пур ачине те пайсăр хăварман. Çапла 21 çулхи Клавди Улатăр районĕнче вăрçă сооруженисем тунă çĕрте 1942 çулхи хаяр сивĕсенче шăнса пăсăлса çĕре кĕнĕ. Выçлă-тутлă вăхăтра çак çемьере 5 ача çамрăкла çĕре кĕнĕ. Калама кăна вĕт! Мĕн чухлĕ куççуль тăкнă çак çемье! Çемьери виççĕмĕш ачи _ Андрей, çамрăклах лаша-вăкăрпа ака-суха тунă. Эйпеç вăрманĕнче вăрман касса турттарма хутшăннă. Çемьене хушма тупăш пултăр тесе сехет тỹрлетнĕ, кивĕ тирĕк-чашăка саплама-юсама, столяр-плотник ĕçне пурнăçлама çамрăклах хăнăхнă. Халĕ те 75 çулсенче пыракан старике столяр ĕçĕсене пурнăçлама таврари ялсенчен килсе заказ параççĕ. Пур япалана та вăл пахалăхлă, илемлĕ ăсталать.

Мария Сергеевнăн 15 çул колхозра ĕçленĕ хыççăн малаллахи ĕçлĕ пурнăçĕ Мускавпа çыхăннă. 1955 çулта ăна Клементий тăванĕ Мускава илсе кайса стройкăна ĕçе вырнаçтарать. Хĕр кунта та хăйне лайăх енчен анчах кăтартать, кашни уйăхрах хушма тỹлеве, Хисеп хăми çине кĕме, тĕрлĕ тав хучĕсене тивĕçет. Каярах вăл тĕп хулари пĕр çар заводне токарь пулса ĕçлеме куçать. Çак ĕçре 25 çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухать. Çапла 31 çул ырми-канми, хастар ĕçлесе те Мария Сергеевна хăй сăпайлăхне кура хăтлă хваттерлĕ пулайман. Унăн пĕр пỹлĕмлĕ хваттер. Халĕ вăл ялта йăмăкĕ Анна Сергеевна патĕнче пурăнать.

Анна Сергеевнăпа эпир пĕр çултискерсем. Пĕрле вĕреннĕ, вăрçăра хавшанă колхозлă яла ура çине тăратма хастар хутшăннă. 7 класс пĕтерсенех ĕçе кỹлĕннĕ вăл. Малтан бригадăра тĕрлĕ ĕçе пурнăçланă. Колхозсенче кукуруза акса ỹстерес юхăм пуçлансан Анкана кукуруза çитĕнтерес енĕпе ĕçлекен звенона ертсе пыма уйăрса лартаççĕ.

1950-1960 çулсенче "Труд" колхоз кашни гектартан 1000-шер центнер кукурузăн симĕс массине туса илнĕ. Пĕтĕм союзри ял хуçалăх выставкинче колхоза "УралАЗ" автомашинăпа, Анна Сергеевнăна кĕмĕл медальпе наградăланă. Вăл çемье архивĕнче ытти ĕçре илнĕ тав хучĕсемпе пĕрле паянхи кун та упранать-ха. Колхозра çăкăр пĕçерекен пекарня уçсан Анна Сергеевнăна унта ĕçлеме илеççĕ. Çапла вăл çак ĕçре 26 çул вăй хучĕ. Шăхаль çăкăрĕ районĕпе пахалăхĕпе чапа тухнăччĕ. Кашни çул районти "Чи лайăх çăкăр пĕçерекен" ята Шăхальсем тивĕçнĕ, вăл шутра Анна Сергеевна _ 2 хутчен. Çак ĕçрен Мария Семеновна Мулендеева-Лаврентьева та пĕр ылмашмасăр, пенсине тухиччен ĕçлесе ят-сум çĕнсе илчĕ. Вĕсене коммунизмла ĕç ударникĕ, социализмла ĕç çĕнтерỹçи ята, кашни çулах тав хучĕ, хушма преми панă. Чи пахи вара çăкăр лайăххине палăртса ял, район халăхĕн тав сăмахне тивĕçни. Шăхаль çăкăрне районтан килнĕ начальниксем, кỹршĕ ялсем илмесĕр кайман. Çăкăра икĕ сменăпа пĕçернĕ, таврари ялсене турттарнă. Паха çăкăр пĕçернĕ çĕрте пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ Калашникова Лидия, Ермолаева Роза, Исаева Светлана, Калькина Елена юлташне ырăпа асăнать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2007
00:00
Поделиться