Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывă пул, юратнă шкул

 

18 хĕрпе каччă вĕçлерĕç кăçал Аслă Чементи вăтам шкула. Хаваслă вăхăтсем кая юлчĕç. Умра _ анлă та вăрăм çул. Тĕрлĕ шăпа кĕтет каччăсемпе хĕрсене. Вĕсем кашнийĕ хăйĕн пултарулăхĕпе, кăмăлĕпе, вĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕпе уйрăлса тăчĕç. Йĕкĕреш Кольăпа Леня Ивановсем, В.Романов районти тĕрлĕ предмет олипиадисенче, "Наука. Творчество. Развитие" конференцинче хастар хутшăнчĕç. Географипе, биологипе, экологипе, экономикăпа, технологипе малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç.

Д.Чегаевпа Н.Макаров компьютера питĕ лайăх пĕлнипе уйрăлса тăчĕç. Коля класс пурнăçĕ çинчен шкула электронлă презентаци парнелерĕ.

Е.Ефремова, Е.Никитина тата М.Зотова фестивальсенче, конкурссенче ташласа çĕнтерчĕç. Кăçал вара вĕсем республикăра та 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Сыв пуллашу каçĕнче шкул директорĕ маттур ачасене грамотăсем парса чыс турĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Медведев, "Ассорти" ташă ушкăнĕн ертỹçи М.Медведева салам сăмахĕсем каларĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Н.Иванова ырă çул сунчĕ. ОБЖ-па вĕрентекен Г.Фролов класри ачасем районти "Зарница" вăйăра çĕнтернисене палăртса хăварчĕ. Е.Ефремовăпа Н.Макаров вĕрентекенсене тата мĕнпур шкул ĕçченне чĕререн тав турĕç.

Класс ертỹçи пулнăран эпĕ те ачасене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, юрату сунса номинацисемпе грамотăсем патăм.

Çулăрсем такăр пулччăр, ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнăр, пурнăçра хăвăр вырăнăра тупма тăрăшăр!



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2007
00:00
Поделиться