Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шывсем çинче хăрушлăхл ан кĕттĕр

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн кăтартăвĕпе никĕсленсе, республикăри шывсем çинче инкексем пулнине шута илсе, район пуçлăхĕ Н.Глухов районти шывсем çинче халăх валли хăрушсăрлăх туса хурасси çинчен хушу кăларнă.

Хушура ял тăрăх пуçлăхĕсене районти шывсем çинче халăх массăллă канакан вырăнсенче йĕрке тума, уйрăмах хăрушă тĕле çынсене кĕртессине чакарма, ун пек çĕре асăрхаттаракан е чаракан паллăсем вырнаçтарма сĕн-нĕ. Шыва кĕме юраман вырăнсене контроле илмелле, медицина, администраци ĕçченĕсенчен дежурство йĕркелемелле.

Райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн ачасемпе çамрăксем хушшинчи массăллă-ăнлантаруллă ĕçе куллен туса пымалла, учительсене, воспитательсене дежурствăна явăçтармалла.

Çак хушупа палăртнă мероприятисене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăма куçса çỹрекен ушкăн туса хунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2007
00:00
Поделиться