Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыр йăлана манар мар, çĕнĕлĕхе çул хывар

 

Хĕрỹ ĕç вăхăтне пăхмасăрах библиотекарьсем пĕрлехи семинара пухăнчĕç. Вăл "Хальхи вулавăшсем йăла-йĕркене тытса тата çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыни _ çĕнетĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕ" ятпа иртрĕ. Библиотека системинче ĕçлекенсем палăртнă вăхăта хăйсен тĕпелне ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене йыхравларĕç.

Семинара район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов уçрĕ. Сăмах Чăваш Республикинчи наци библиотекин правăпа информаци центрĕн пуçлăхне Патăрьел районĕн кураторне М.Добронравовăна пачĕ. (Вăл пирĕн ентеш _ Анат Туçа ялĕнчен). Марина Васильевна халăха кĕнекепе тивĕçтернипе пĕрлех культурăпа çут ĕçĕн ытти тĕллевĕсене те пурнăçлакан тĕслĕх библиотекăсем уçни тата вĕсем еплерех аталанса пыни çинче чарăнса тăчĕ.. Ĕçри библиотека системинчи паянхи çĕнĕлĕхсемпе Н.Исаева директор паллаштарчĕ.

"Районти чи лайăх тĕслĕхлĕ библиотека" ята Шăнкăртамри ача-пăча вулавăшĕ тивĕçрĕ.

 Тĕп библиотекăри информаци центрĕн заведующийĕ М.Хлебникова информаципе пулăшакан ĕçри çĕнетỹсене палăртрĕ.

Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин библиотекăсен пулăшăвĕпе кăларса тăракан "Туçа ен" хаçатпа паллаштарчĕ.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн Вăрманхĕрри Шăхаль библиотекарĕ Г.Айкина районти пенси фончĕн ĕçченĕсем ял халăхне ырă сĕнỹсемпе чылай пулăшнине ырларĕ. Çавăн пекех малашне ял çынни патне социаллă пулăшу ĕçченĕсем те çул хывасса шаннине пĕл-терчĕ.

Семинара район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ С.Викторов пĕтĕмлетрĕ.

Библиотекарьсем куратора ыйтусем пачĕç. Хуравĕсемпе кашнийĕшех кăмăллă юлчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2007
00:00
Поделиться