Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Единая Россия" Вулавăшсене пулăшса

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн парламента янă çырăвне пурнăçлас тĕллевпе Думăри "Единая Россия" фракци 2008 çулхи тата 2010 çулчченхи Федераллă бюджет проектне улшăну кĕртнĕ. Унта Чăваш Енри муниципаллă пĕрлешỹсенчи вулавăшсен кĕнеке фондне пуянлатма 2008 çул валли 2729 пин тенкĕ, 2009 _ 4093, 2010 çул валли 16 102 пин тенкĕ уйăрма сĕннĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Президентне Николай Федорова РФ Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ, "Единая Россия" партин Генеральнăй Совечĕн секретарĕ Н.Володин хыпарланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2007
00:00
Поделиться