Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Единая Россия" Дума депутачĕсемпе тĕл пулнă

 Чăваш Республикинчи район центрĕсенчи тата пысăкрах ялсенчи ял тăрăх пуçлăхĕсен тата хула округĕсенчи муниципаллă служащисен делегацийĕ РФ Патшалăх Думинче пулнă. Унăн йышне Патăрьелпе Первомайски ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те кĕртнĕ.

Чăваш делегацийĕ Патшалăх Думин вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕпе В.Мокрыйпа, тĕнчери лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕпе К.Косачевпа, аграрлă ыйтусемпе ĕçлекен комитет председателĕпе Г.Куликпа, Думăри хамăр депутатпа П.Семеновпа тĕл пулса паянхи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă.

Комитетсен председателĕсем Раççей Федерацийĕн хăй тытăмлăх законодательствине кĕртме палăртнă улшăнусемпе паллаштарнă, Федерацин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен калакан Саккунне пурнăçланă май сиксе тухнă шухăшĕсене пĕлтернĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсем тĕрлĕ сĕнỹсем панă.

Делегаци членĕсем Кремльти тата Мускаври паллă вырăнсене курса çỹренĕ. Çак тĕл пулăва Чăваш Республикинчи хăй тытăмлăх пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ В.Максимов тата "Единая Россия" партирен суйланнă К.Косачев депутат пулăшуçи А.Разумов йĕркеленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2007
00:00
Поделиться