Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕмĕш хут ылтăн медаль

Ентешĕмĕр – Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Калентьева Канадăри Монт Сент–Аннра маунтинбайск енĕпе Тĕнче кубокĕн тапхăрĕсенче виççĕмĕш хут ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Раççейрен Тĕнче кубокне кайнă пĕртен-пĕр спортсменка 33, 5 çухрăма ытти çĕр-шыв маунтинбайкисчĕсене чылай хыçа хăварса мала тухнă.

Ирина Раççей маунтинбайк историйĕнче пĕрремĕш хут Тĕнче кубокĕшĕн кĕрешес енĕпе малта пыракансен шутне кĕнĕ. Кĕçех спортсменка Турцире иртекен Европа чемпионатне хутшăнĕ, каярахпа Шотландире – тĕнче чемпионатĕнче, Словенире – Тĕнче кубокĕн улттăмĕш тапхăрĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2007
00:00
Поделиться