Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЯЛ ЯТНЕ ÇŸЛТЕ ТЫТАТЬ

Ольга Храмова Пăлапуç Пашьелĕнче çуралнă. Ялти шкулта пилĕк класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ лицея вĕренме кайнă. Тăван ялĕнче те, лицейра та вăл лайăх вĕреннипе палăрнă, палăрать те. Художество пултарулăхри ăсталăхĕ унăн çулсеренех ÿссе пырать. Шкулта чухнех вăл “Илемпи” конкурсра çĕнтернĕ. “Çеçпĕл кăвайчĕ” конкурсра “Чăваш юррине илемлĕ шăрантаракан” номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Лицейра вĕреннĕ чухне “Тантăш” хаçатăн Хисеп хутне, Моцарт 250 çул тултарнине халалланă концерта хутшăннăшăн Тав хутне тивĕçнĕ. “Чăваш ачи, сассуна пар” конкурса хутшăннă. Çамрăк сăвăçсемпе илемлĕ вулакансем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. 2006 çулта Çеçпĕл Мишшине халалланă мероприятисене хастар хутшăннăшăн ăна Чăваш наци музейĕн Хисеп хутне панă.

Ольга кăçал та ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Чăваш телевиденийĕ ача-пăча юррисене юрлакансен “Мехел” конкурсне пĕрремĕш хут ирттерчĕ. О.Храмова та тупăшрĕ унта, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн ăсталăхне ют çĕр-шывсенче те пĕлеççĕ ĕнтĕ. Акă, май-июнь уйăхĕсенче Турцири Стамбул хулинче тĕрĕк халăхĕсен ача-пăча фольклор ансамблĕсемпе çамрăк юрăçсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ пулчĕ. Ольга унта виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Спортри çитĕнĕвĕсем те мухтанмалăх пур Ольга Храмовăн


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться