Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăх пуçлăхĕсем – Вăрмар районĕнче

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ял тăрăхĕн территорийĕнчи вăрманлă, кÿлĕсемлĕ илемлĕ вырăнта ЧР муниципаллă пĕрлешÿ совечĕ пуçарнипе Муниципаллă пĕрлешÿ пуçлăхĕсен кунĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă, тĕрлĕ конкурс-сенче, ăмăртусенче тупăшнă.

Тутар Сăкăт, Тăрăн, Ишлĕ, Первомайски ял тăрă-хĕсен ертÿçисем З.Салихов, В.Рубцова, Л, Юркина, Ю, Федоров пĕрремĕш конкурса хутшăнса вутă каснă, вакланă, кÿлĕрен икĕ витрепе шыв йăтнă. Тăрăн, Аслă Чемен, Турхан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Рубцов, Г.Медведев, А.Сымов эстафетăра çĕнтернĕ. В.Рубцовпа Ю.Федоров пляжлă волейбол вăййинче, А.Сымовпа Л.Юркина 40-45 çулхисем хушшинче чупса палăрнă. Мероприяти пурин кăмăлне те кайнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться