Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăхальсем – пĕрремĕш чемпионсем

Республика кунне халаласа Йĕпреç районĕнче республикăри ял тăрăхĕсен спартакиади иртрĕ. Унпа пĕрлех “Кони Камаева поля–2007” вуннăмĕш ăмăрту пулчĕ.

Спартакиадăна кăçал пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Унăн программине чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркинчен пуçланнă спорт енĕсене кĕртнĕ. Кашни районтан пĕр ял тăрăхĕн команди тупăшрĕ. Патăрьел район ертÿçисем çак ăмăртăва Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн командине шанса ячĕç. Командăра пурĕ 37 çын. Ăмăртăва чаплă лару-тăрура уçрĕç. “Алран кайми, аки-сухи” юрă янăравĕпе ăмăртăвăн тата “Единая Россия” партин, “Урожай” спорт обществин ялавĕсем çĕк-ленчĕç. Командăсене чылай-чылай сумлă çынсем саламларĕç, ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунчĕç.

Командăсем вун пĕр спорт енĕпе тупăшрĕç. Чи малтанах пирĕн спортсменсем алă вăйне виçнĕ çĕрте (армспорт) çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ турĕç: хăйсен виçисенче Т.Кудряшова, Т.Михайлова (спорт мастерĕн кандидачĕ), Н.Иванов, А.Давыдов (спорт мастерĕ) пĕрремĕш спартакиадăн пĕрремĕш чемпионĕсем пулса тăчĕç. Н.Михайлова (спорт мастерĕн кандидачĕ) иккĕмĕш, Ю.Селиванов виççĕмĕш вырăнсенче. Кире пуканĕ йăтассипе Б.Головцовпа А.Алексеев чи пултаруллисем иккен. Вĕсем те хăйсен виçисенче чемпион ятне çĕнсе илчĕç. А.Давыдовпа А.Пагунов – спартакиада призерĕсем.

Хăйăр тултарнă 80 килограмлă миххе йăтса илсе ĕнсе çине хурса ларса тăмалла. Кунта пирĕн çамрăк атлет А.Пагунов пурне те тĕлĕнтерчĕ. Хăй 60 кг. ытларах кăна пулсан та çак миххе йăтса пĕр минут хушшинче 17 хутчен(!) ларса тăма мехел çитерчĕ. Çĕршер килоллисем те ун пек кăтарту тăваймарĕç.

Бум çинче михĕпе “çапăçасси” те кăсăклă пулчĕ. Çак ăмăртура пирĕн Ю.Селиванов виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Çавăн пекех пирĕн спорт ветеранĕ В.Кузьмин та виççĕмĕш вырăнта. Вăл пĕрене çине ларса шывра 50 метр ишсе те тĕлĕнтерчĕ. Пилĕкрен çыхнă ал шăллинчен тытса кĕрешекенсем хушшинче пирĕн А.Лаврентьев ик-кĕмĕш вырăна тухса савăнтарчĕ. Ытти спорт енĕсенче те Нăрваш Шăхальсем начар мар ăмăртрĕç, командăна кирлĕ очкосем пачĕç. Пирĕн командăра – çичĕ чемпионпа çичĕ ăмăрту призерĕсем.

Очкосене хушса пĕтĕм-летнĕ хыççăн команда пĕрремĕш спартакиадăн çĕнтерÿçи пулса кубок выляса илчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться