Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район уй-хирĕнче

Çумăр çукаласах тăчĕ пулин те районта уй-хир ĕçĕсем чарăнса тăмаççĕ. Утă l çулаççĕ, сенаж, силос хураççĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешеççĕ.

Июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче 4000 тонна утă хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăка пĕрремĕш хут çулса пĕтернĕ. Кĕçех иккĕмĕш хутне çулма пикенеççĕ.

Районĕпе 9514 тонна сенаж хывнă. Ку ĕç “Малалла”, “Первомайск” хуçалăхсенче вĕçленнĕ. Çак ĕçе Ленин ячĕллĕ, “Колос”, “Гвардеец” хуçалăхсенче те аван йĕркеленĕ.

“Красное знамя”, “Колос”, “Тойси” хуçалăхсенче силос хума тытăннă. Районĕпе 2900 тонна хунă та ĕнтĕ.

“Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвĕнче тырă хутăшĕпе сенаж хума тытăннă.

Çĕрулми уйĕсенче те ĕç хĕрÿ пырать, иккĕмĕш хут колорадо нăрринчен имçам l сапаççĕ.

Ĕнер “Красное знамя” хуçалăхра севок сухан кăларма пикеннĕ. Кĕрхи культурăсем акма 2350 гектар хатĕрленĕ. Ку ĕç пур хуçалăхсенче те пырать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться