Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушарсем сахалланччăр

Типĕ, уяр, çиллĕ çанталăкра тата шкул ачисем çуллахи каникулра чухне пушарсен хисепĕ ÿсрĕ. Çакăн сăлтавĕ пушар тухнишĕн айăплинче çеç мар, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен тивĕçне çителĕксĕр пурнăçланинче те. Çаксене шута илсе район пуçлăхĕ Н.Глухов пушарсен шутне тата вĕсенче çынсем вилессине чакарас тĕллевпе йышăну кăларнă.

Çав йышăнура ял тăрăх пуçлăхĕсене пушара хирĕçле пропагандăна вăйлатма, халăха пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене вĕрентме сĕннĕ. Пушара хирĕç кĕрешмелли техникăна, гидрантсене юсавлă тытмалла, шыв тăракан вырăнсем патне пыракан çулсене йĕркене кĕртмелле.

Пушартан уйрăмах хăрушă тапхăрта кашни килре вут-çулăм сÿнтернĕ чухне усă курмалли хатĕрсем пулмалла. Ялсенчи халăх пухăвĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тата вут-кăвар тухсан мĕн тумаллине пăхса тухмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться