Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăва районне – опытпа паллашма

АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай хуçалăх ертÿçисене, специалистсене малта пыракансен опычĕпе паллаштарсах тăрать. Çак кунсенче район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков ертсе пынипе “Красное знамя”, “Хастар”, “Труд” хуçалăх ертÿçисем, пай специалисчĕсем Пăва районĕнчи “Тинчери” уçă акционер пĕрлешĕвĕнче пулнă.

Сортлă вăрлăх хатĕрлекен хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе, рапс тата тритикале кĕрхи тулă туса илессипе паллашнă. Çак культурăсем чăннипех те усăллине хăйсен куçĕпе курса ĕненнĕ, тулăпа ыраша пĕтĕçтерсе тунă тритикале тулла малашне хамăр патăрта акса тума калаçса килĕшнĕ.

Ку хуçалăха агрономсен ушкăнĕ те çитсе курнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться