Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Диплом илеççĕ те ĕçе вырнаçаççĕ

Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалне 1994 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче ЧПУн ученăй канашĕпе район администрацийĕ килĕшÿ туса уçнă. Филиалта пулас юристсем, экономистсем, филологсем куçăмлă тата куçăмсăр майпа вĕренеççĕ.

Кăçал кунта 79 каччăпа хĕр диплом илнĕ. Уçăлнăранпа пин ытла специалист хатĕрленĕ. Çакă та кăмăллă: хăш-пĕр институтпа академи пĕтерекенсем ĕç шыраса хăшкăлаççĕ пулсан кунти выпускниксем ĕçе вырнаçсах пыраççĕ.

Уявпа çамрăксене ЧПУ ректорĕ Л.Кураков академик тата район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов саламланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться