Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çыхăну тытакансем, хаçата вулакансем ÿсни савăнтарать

Çур çулта – 500 çыру. Шăпах çакăн чухлĕ информаци илчĕ “Авангард” хаçат редакцийĕ 2007 çулхи ултă уйăхра. Вĕсене, тĕпрен илсен, пичетре усă курнă. Район хаçатне юратса вулакансем харсăр обществăлла корреспондентсен ячĕсене пĕлеççех ĕнтĕ. Çапах та редакци почтине пăхса тухнă май вĕсене ырăпа асăнмасăр иртес мар.

Патăрьелĕнчи В.Владимиров, Нăрваш Шăхалĕнчи Б.Кошкин, В.Бородкин, Тăрăнти Л.Лялькин, Ишлĕри И.Ерофеев, Пăлапуç Пашьелĕнчи Н.Тельцов, Аслă Чеменри Н.Кошелева, Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Селиванов, Упамсари Г.Васильев, Чăваш Ишекĕнчи С.Кулакова, Кзыл Чишмари М.Абдуллин, Сителти А.Козлов тата ыттисем те пирĕнпе темиçе теçетке çул туслă çыхăнура. Районăн пултаруллă та ĕçчен çыннисемпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарсах тăраççĕ вĕсем. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче, пенси фондĕнче, прокуратурăра, шалти ĕçсен пайĕнче, ытти çĕрте ĕçлекенсем тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ, саккун çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштараççĕ. Çĕнĕ хыпарсене çит-ерекенсем, кулленхи проблемăсене хускатакансем пур. Çырусем хаçата пуян содержаниллĕ, интереслĕ тума пулăшаççĕ те. Анчах хаçатра кун çути курайман çырусем те пур-ха. Акă, пĕр автор культура çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки хыпарланă. Анчах ял ячĕ паллă мар. Тĕрĕсех çырать вăл çитменлĕхсем пирки.

Илсе кăтартар-ха ăна: “Районта клубпа культура çурчĕ чылай пулин те кашниех хăйĕн ĕçĕпе мухтанаймасть. Эпĕ шăпах ку енĕпе пуçтарăннă хамăн кăмăл-шухăша çырса пĕлтересшĕн. Ялти клубăн пĕлте-рĕшĕ пысăк пулни каламасăрах паллă, мĕншĕн тесен вăл хăйне май театр та, ташă залĕ те, культура центрĕ те. Апла пулсан, унта хĕрсемпе каччăсен, халăхăн канăвне йĕркелессипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртме тивĕçлĕ. Анчах шел, ытларах чух вырăнти клуб ĕçне хăй еккипе янине, никама та нимĕн те кирлĕ марлăх вăй илнине сăнама пулать.

Пирĕн клуб çурчĕ, паллах, кивĕ. Ăна çут çанталăк газĕпе ăшăтмалла тунă. Культура çурчĕ шутланнипе унта ĕçлекенсен хисепĕ те пысăк. Клуба малашне татах та çителĕклĕ тимлĕх уйăрсан, ăна тытса тăма бюджет енчен ытларах пулăшсан, мĕн çĕ-мĕрĕлнине вăхăтра юсаса, улăштарса йĕр-кене кĕртсе тăрсан, пушă вăхăта пĕрле пуçтарăнса усăллă иртермелли вырăн пулатех вăл. Пур çĕрте те çутă, таса, илемлĕ, ăшă пултăр çеç. Мĕн пытармалли, кермен евĕр çуртсенче вырнаçнă кану центрĕсем ял çыннин ĕмĕтĕнче кăна.

Культура ĕçченĕсем мĕнле ыйтусемпе ĕçлеççĕ–ха кунта? Тĕрĕссипе каласан, темиçе çул ĕнтĕ халăх кăмăлне каймалли пĕр япала та сцена çине кăларман. Çакна клубра пултарулăх ушкăнĕ çукки, библиотека çумĕнче нимĕнле клуб та йĕркелеменни те çирĕплетет. Çĕнĕ çул, хĕле ăсатнин уявне йĕркеленисĕр пуçне, ферма ĕçченĕсен-хĕрĕсен пултарулăх каçĕпе ваттисен кунне ирттерме хутшăннисĕр пуçне урăх нихăш енĕпе те палăрсах тăмасть (шкул пуçарнипе ялта пĕр-пĕр мероприяти иртнĕ пулсан ăна йĕркелеме клуб ĕçченĕсем тÿпе хывман). Çак ялти “культура вучахĕ” майĕпен сÿнсе пыни укçа-тенкĕ çитмен йывăрлăхсенчен кăна килмест, паллах. Ман шухăшпа, культура çуртĕнчи ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма тăрăшакан çуккипе çыхăннă. Ял тăрăхĕн администрацине, клуб ĕçченĕсене алăкĕ кăна уçăлса хупăнакан кану вырăнĕ çырлахтарать: кирлĕ пек ĕçлемесĕр укçа тĕрĕс-тĕкел илсе тăни хăйĕн витĕмне кÿрет çакăнта. Ĕç-пуç еплерех йĕркеленсе пырасси, тем каласан та, чăн малтан клубра вăй хуракансен хастарлăхĕпе ĕçшĕн çуннинчен килет. Манăçа тухнă кивĕ вăхăтри пек, çине тăрса клубра драмкружок, юрă ушкăнĕсем йĕркелесен, шашка-шахмăтла, доминолла, бильярдла выляма майсем туса парсан, çакă çамрăкпа çулланнă çын пĕрле пуçтарăнса хутшăнассине витĕм кÿретех. Пĕтĕм ĕç культура ĕçченĕсен пуçарăвĕпе вырăнтан тапранмалла: хăйсем кирлĕ пек тăрăшма тытăнсан вĕсене ăнланакан та тупăнать.

Культура çинчен сăмах тапратрăм пулсан, унпа çыхăннă тепĕр пулăм çинче чарăнса тăрас кăмăлăм пур. 2006 çул Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ пулчĕ. Çав тапхăрта умма лартнă тĕллевсене пурнăçлассине район шайĕнче кун йĕркинче тытман тесе каламастăп, çапах та ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне халалланă культура пулăмĕсен марафонĕ вăхăтĕнче ял тăрăхĕнче пĕр мероприяти те иртменнине палăртмах тивет (“Культура территорийĕ” конкурссăр пуçне). Паянхи ял çыннин пурнăçне ырă витĕм кÿрес тĕллевпе ытти енĕпе мĕн кирлине тума тăрăшнипе пĕрлех çав марафон вăхăтĕнче ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсенче те курав, концерт, вулав каçĕсем, юрă ушкăнĕсен конкурс-фестивальне йĕркеленĕ пулсан лайăх пулмаллаччĕ (суйлав умĕнхи кампанинче кандидат халăхпа тĕл пулу ирттерме пĕр каçлăх концерт йĕркелени марафонпа çыхăнман).

Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне кăçал Ача çулĕ улăштарчĕ. Çак тапхăрта та культура енĕпе ыррипе пархатарлине чылайрах тусан лайăх пулмалла. Паянхи ял çыннин те пурнăç таппинчен юлмасăр хăйĕн ăс-хакăлне, йăла культурине ÿстерсе пыма майсем пулччăр тесен ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсен ĕçне тĕплĕн тишкерсе питĕ те кирлĕ хăйне евĕр йышăнусем тусан лайăх пу-лĕччĕ”. Хăш ял пирки сăмах пынине вулакан пĕтĕмлетÿ тутăр. Хĕрĕме калам та кинĕм илттĕр тенĕ евĕр ыттисене те пырса тивет вăл. Тÿлевне кура культура çурчĕсен ĕçне лайăхлатма хистетех çыру кирек ăçта та.

Хаçатран пулăшу ыйтса çыракансем те пур. Кивĕ Катекре пурăнакансем Патăрьелне Пăла юхан шывĕ урлă хывнă каçмапа каçса çÿреме кансĕрри пирки пĕлтернĕччĕ. Ăна юсаттарма пулăшма ыйтнăччĕ. Кун пирки Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Краснов граждансен ыйтăвне шута илнине пĕлтерчĕ. Каçмана тирпейленине каларĕ.

Хаçата районăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çырусем килни савăнтарать. Материалсен географине, тематикине тытса пыма пулать. Çакă çырăнтару кампанине йĕркелесе ирт-терме те пулăшать. Ахальтен мар район хаçатне çырăнса илекенсен йышĕ хушăнсах пырать. 2007 çулхи иккĕмĕш çур çултан ăна 3502 çемье вулама кăмăл туни савăнтарать.

Интереслĕ те тарăн шухăшлă информацисем кирек-хăш ялта та пур. Çырмалли темăсем сахал мар паянхи пурнăçра. Президент тата район пуçлăхĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртесси мĕнле пынине хыпарлама ан ÿркенĕр çеç. Пĕрин савăнăçне çĕр çын пĕлтĕр, хуйхине çурмалла пайлама май пултăр. Район хаçачĕ, район хыпарĕ кашни киле çитмелле пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2007
00:00
Поделиться