Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район кунне те уявлăпăр

Район пуçлăхĕ Н.Глухов тунтикун черетлĕ ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Малтанах унта кăçалхи пĕрремĕш çур çулăн тĕп итогĕсене пăхса тухнă, кулленхи ĕçсене пĕ-тĕмлетнĕ. Электросеть хуçалăхне аталантарассипе пысăк ĕç тунă. Ял тăрăх пуçлăхĕсем Муниципаллă йĕркелÿ пуçлăхĕн кунне хутшăннă.

Н.Глухов хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пулса тирпей-илем енĕпе кăсăкланнă, вĕсен пуçлăхĕсене конкретлă сĕнÿсем панă. Райбольницăн хушма çуртне малалла хăпартнă. Районта “Подросток –Игла” операци пырать. Район çил-тăвăла пула тÿснĕ инкек калăпăшне палăртнă. Коммуналлă служба хутмалли системăсене юсать. Çул-йĕр тăвасси, шыв кĕртесси малалла пырать. Часах Хурама Твара каякан çула уçаççĕ.

Çаксем пирки пĕлтернĕ структура подразделенийĕсен ертÿçисем.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов çитес çул пĕр-пĕр ял тăрăхĕнче Район кунне ирттерме, çакăн валли конкурс йĕркелеме сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2007
00:00
Поделиться