Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Налукçăсем спортра та, юрă-ташăра та маттур

Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕçченĕсем республикăра пур енĕпе те палăрса тăраççĕ. Кунти ĕçченсем налук пуçтарас енĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах юрă-ташăпа та туслă, спорт енĕпе те малта. Çакна налукçăсем ЧР налук органĕсенче ĕçлекенсен юрă тата спорт уявĕнче туллин кăтартса пачĕç. Праздникăн ялавне çĕклеме Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Е.И.Чернов тивĕç пулни мĕне тăрать. Вăл çак служба ĕçлеме пуçланăранпах инспекцие ертсе пырать.

Унччен кун пек уяв спорт енĕпе çеç иртнĕ. Кăçал вара пуçласа юрă-ташă юратакансене те ку мероприятисене явăçтарнă. Спорт вăййисемпе темиçе çул ĕнтĕ пирĕн инспекци республикăра малти вырăнсене йышăнать. Юрă-кĕвĕпе те туслă иккен комсомоль-скисем, патăрьелсем, шăмăршăсем, елчĕксем. Акă, Э.Сахрова куракансене çепĕç юрă парнелерĕ. И.Басников мăшăрĕпе сцена çине тухрĕ. Хаваслă юрă пурин кăмăлне те кайрĕ.

Спорт ăмăртăвĕсенче пирĕн инспекци 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Шупашкар хулинчи налук инспекцийĕн командипе волейболла выляса финалта ăмăртрăмăр. Пирĕннисем вăйлăрах пулчĕç, çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. Мини-футбол вăййинче, çăмăл атлетика эстафетинче те кая юлмарăмăр.

Конкурса кĕмен ăмăртусем татах та пулчĕç. Вырăнтан тăршшĕне сикесси, кире пуканне инçете ывăтасси, дартс, армрестлинг енĕпе налукçăсем хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç.

Ĕçре пултарулăх енĕпе палăрса тăракансене те çак кун чысларĕç. Кăнтăр районĕсем хушшинчи налук ин-спекцийĕн начальникĕн çумĕ Н.Г.Поликарпова “РФ налук службин отличникĕ” хисеплĕ ят пани çинчен калакан хута тивĕçрĕ. Финанс тата пĕтĕмĕшле уйрăм начальникне Т.С.Ивановăна федераллă налук службин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Камераллă тĕ-рĕслев пайĕн начальникĕн çумне С.А.Петрова, çак уйрăмăн патшалăх налук инспекторне С.В. Кошкинăна РФ налук инспекцийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕнче тăрăшакансем ĕçлеме те, кирлĕ пек канма та пĕлеççĕ, спортпа та туслă. Çакна уявра вĕсем лайăх кăтартса пачĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2007
00:00
Поделиться