Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕленме кирлĕ мар: Усси пысăк, акса тăвар!

Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç Канашри “Сортсемовощ” уçă акционер обществи сĕннипе “Малалла”, “Первомайск” хуçалăхĕнче ирттернĕ семинар-канашлăва пуçтарăннисем. Унта республикăн кăнтăр енне вырнаçнă Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи севок сухан акса туса илекен ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, район пуçлăхĕ Н.Глухов, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пайăн тĕп агрономĕ В.Алексеев, специалистсем хутшăнчĕç?

Семинар-канашлăва “Сортсемовощ” уçă акционер обществин генеральнăй директорĕ Н.Иванов уçрĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов район аталанăвĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ытларах севок сухан çитĕнтерекен хуçалăхсем çинче чарăнса тăчĕ.

Семинар-канашлăва шăпах “Малалла”, “Первомайски” хуçалăхсенче ирттерни те ăнсăртран мар, мĕншĕн тесен районта севокăн пысăк пайне кунта туса илеççĕ. Икĕ хуçалăха та М. Петров ертсе пырать. Хăйĕн сăмахĕнче вăл севок сухан акса-туса илес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Икĕ хуçалăхрипе пĕрле кăçал та ăна 30 гектар çинче акнă. Парка çитĕнет, тухăçĕ те 100 центнертен кая пулмĕ. 4-5 сантиметр тарăнăшне акнăран культурăна шăрăх çанталăк та хăратмасть. Тахçантанпа çумăр курман пулин те сип-симĕс. Севок сухана кулленех малтан çĕр улми пулнă вырăна акни, удобренипе, гербицидпа усă курни те тухăçа ÿстерме пулăшать. Кашни çулах ку хуçалăхсем Хабаровска 7-8 вагон ăсатаççĕ, кассăна чылай кĕмĕл кĕрет.

“Сортсемовощ” ОАО генеральнăй директорĕ Н. Иванов пирĕн районти севок çитĕнтерекен “Югель”, “Звезда”, “Тойси”, “Гвардеец” тата ытти хуçалăхсене хăйсемпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав турĕ, малашне те килĕшÿсем тума сĕнчĕ.

– Кам заявка панă, пурне те вăрлăхпа тивĕçтернĕ. Çуркунне, кĕркунне тавăрса памалла 10 тонна салатрăмăр. Чернушкăна шанчăклă партнерсенчен туянатпăр. Çавăнпа та пиртен вăрлăх туянма шикленмелле мар. 1 килограмм пуçне 35 килограмм севокла килĕшÿ тăватпăр. Севока шăвармалли “Капель” установка туянма пулăшма пултаратпăр. Израильте туса кăларнă-скер, питĕ меллĕ. Унпа усă курни тухăçа 30 процент ÿстерме пултарать, – терĕ Николай Васильевич.

“Звезда” хуçалăхăн ертÿçи В.Кузнецов, Голландине кайса курнăскер, севок туса илес ĕçре Голланди техникипе усă курма сĕнсе сăн-ÿкерчĕксемлĕ плакатпа паллаштарчĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов, “Родина” хуçалăх ертÿçи В.Синеев та çак çĕр-шывра севока мĕнле туса илни пирки каласа кăтартрĕç.

Елчĕк районĕнчен килнĕ Ф.Шадриков фермер хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ.

Семинар-канашлу ĕçне АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пайăн тĕп агрономĕ В.Алексеев пĕтĕмлетрĕ. Унăн сăмахĕнчен çакă палăрчĕ: севок сухан çитĕнтерессипе районта 12 ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕ, уйрăм çынсем ĕçлеççĕ. Мĕн пурĕ 300 гектара яхăн акнă. Республикăри севок акса илекен хуçалăхсен лаптăкĕ 70-80 процентне пирĕн район йышăнать. “Югель” хуçалăх иртнĕ çулта кашни гектартан 126 центнер туса илсе республикăри 100 ла-йăх хуçалăх хушшинче палăрнă. Севокăн тупăшĕ пысăк, çавăнпа та ăна акма хăрамалла мар. “Сортсемовощпа” малашне те пĕр иккеленмесĕр килĕшÿ тумалла, пĕрле ĕçлемелле.


"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2007
00:00
Поделиться