Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Автопарк пуянланать

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, çул-йĕр аварийĕсене пула инкек тÿсекенсене вăхăтра пулăшу парас тĕллевпе районти тĕп больницăн автопаркне çĕнетсех тăраççĕ. Юлашки вăхăтра çеç 7 автомашина килнĕ. Пĕтĕмĕшле хакĕ – 3 миллион та 555 пин тенкĕ.

Автомашинăсен ĕçне диспечерски спутник урлă йĕркелесе пырать. Иртнĕ çулта васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнесси 34 процент чакнă, 1 пин çын пуçне 170.5 тивнĕ. Çав шутра кăçал аманса инкек тÿснисем патне 394 хутчен чĕннĕ, пĕлтĕр çак вăхăтра 1017 пулнă. Васкавлă пулăшу чĕнессипе пĕрремĕш вырăнта – чĕре чирĕпе нушаланакансем, 57, 8 процент.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2007
00:00
Поделиться