Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алла-аллăн ĕç ăнать

Пайщиксем, потребкоопераци ĕçченĕсемпе ветеранĕсем Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне паллă тума райпон акт залне пухăнчĕç. Çак ятпа вĕсене малтанах райпо совечĕн председателĕ П.Перепелкин саламларĕ. Алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ ÿсĕмсемпе паллаштарчĕ. Пасар хутшăнăвĕсен тапхă-рĕнче те районти потребительсен пĕрлешĕвĕ аван ĕçлесе пынине палăртрĕ. Халăхăн 75 процентне суту-илÿпе тивĕçтернине каларĕ.

2006 çулта тавар çаврăнăшĕ 88 миллион та 160 пине çитнĕ. Çакă виçĕмçулхинчен пысăкрах. Райпо пасар условийĕнче те ыттисемпе ăмăртса ĕçлеме пултараять-ха.

Хатĕрлевçĕсен кăтартăвĕсем те япăх мар. Кăçалхи 6 уйăхра халăхран 1420 тонна сĕт пуçтарнă. Ку енĕпе Турханти суту-илÿ пĕрлешĕвĕ пуринчен курăмлăрах ĕçленĕ. 535 тонна сĕт пуçтарма пултарчĕç вĕсем.

Обществăлла апатланура та улшăнусем пур. Анчах мĕн туни хамăршăн. Халăха лавккана, столовăйне уттарас тесен яланах ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшмалла. 266 тонна çăкăр-булка пĕçерсе сутнă. Çителĕклĕ теме çук. Çăкăра Шупашкартан, Ульяновскран сахал мар кÿреççĕ. Вырăнта ĕç тухăçлăхне, пахалăхне ÿстерме хистет çакă.

Патăрьелĕнчи вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен лавккари Н.Раськина, Еншикри М.Шмуллина, Чăваш Ишекĕнчи М.Краснов, Анат Туçари Е.Сурковăпа Н.Заплаткина, Красномай-скинчи Ю.Сироткина сутуçăсен ĕçри тăрăшулăхне палăртса хăварчĕ, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов кашни яла асфальтлă çул çитсе пынине, Хурама Твар лавкки патне те çак ырлăх çитнине каларĕ. Малашне тавара лашапа турттарасса кĕтмелле марах эппин. Лавккасене евроюсавсем тунине палăртрĕ. Ĕçе ла-йăхлатмалли сĕнÿсем пачĕ. Камсенчен тĕслĕх илмеллине палăртса хăварчĕ. Ку енĕпе Патăрьел издательство çурчĕ продукци кăларассипе ÿсĕмлĕ ĕçленине каларĕ.

Сĕте вырнаçтарассипе йывăрлăхсем пулмалла марах. “ВАМИН – Татарстан” пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи филиалĕ çийĕнчех тÿлевпе татăлать. Нихăш предприяти умĕнче те парăмсем çук унăн.

Потребкоопераци ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртса тивĕçлисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ Н.Глухов.

Уяв ячĕпе район пуçлăхĕн, райпо совечĕн ка-нашçи Г.Чинахова саламларĕ.

Тивĕçлисем Ценросоюзăн, Чăвашпотребсоюзăн, райпо совечĕн наградисене илчĕç. Юлашкинчен республикăри “Çавал” юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсен концертне пăхрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2007
00:00
Поделиться