Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăçта-ши халь çав ача?

1955 çулхи декабрь уйăхĕнче пире, Упамсари тăватă каччăна, Патăрьелĕнчи çар комиссариатне ирхине 8 сехете çитмелле тесе повестка пачĕç. Пĕрле пуçтарăнса канашларăмăр та, килтисене пĕлтерсе, каçхине клубранах çула тухăпăр терĕмĕр. Тухса утрăмăр вара, уйăх çути çап-çутă, кăнтăрлахи пек, çанталăкĕ лăпкă, тÿлек.

Пыратпăр шăкăлтатса калаçса, шÿтлесе те илетпĕр. Ун чухне Турхантан тухсан тÿрĕрех çул пурччĕ. Вăл индом çулĕнчен кĕрсе кайсан вăрман тăрăх Вăрманхĕрри Шăхаль витĕрччĕ. Турхан ялĕнчен тухсан пĕр-ик çĕр метрта икĕ лав асăрхарăмăр.Темĕскер ырă мар пек туйăнчĕ. Тÿрех вĕсем патне тапса сикрĕмĕр. Ах, тамаша, пĕр тĕреклĕ арçын ачана чышса сирпĕтет те вутă лавĕ çинчен темĕскер салтасшăн тăрмашать. Ман юлташсем çи-йĕнчех ăна-кăна чухласа илчĕç те арçынна самантрах тăн кĕртрĕç. Хăлха чикки тыттарнă хыççăн пушă лавĕ çине лартсах ăсатса ятăмăр.

Вутă тиенĕ лавлă ача пирĕнпе тăрса юлчĕ. Хăй 12-13 çултан ытла мар-тăр. Пÿтсĕр этем унран сĕлĕ миххине туртса илесшĕн пулнă иккен. Çак михĕре çамрăк лавçăн çул апачĕ те выртнă. Юрать-ха ача сĕлĕ миххине аяларах хурса тĕплĕ майлаштарса çыхса хунă. Унсăрăн лаши те, хăй те выçă юлатчĕç. Ача пире тĕл пулнăшăн шутсăр савăнчĕ, малаллахи çул пĕрле тăсăлчĕ. Вăл хăйĕн çемйи çинчен каласа кăтартрĕ, юрласа та пачĕ. Хăйне пирĕнпе шанчăклă туйрĕ. Хĕлле, юр нумай лартнăран, сулăнчăксенче тулли лавсем тÿнсе каяс хăрушлăх та пулнă. Пĕрле пулнăран çул самаях кĕскелчĕ. Тăваллара лавне ушкăнпа чышрăмăр, анаталла ларса антăмăр. Çапла Патăрьелне çитнине те сисмерĕмĕр. Хальхи апат-çимĕç магазинĕ вырăнĕнче ĕлĕк столовăйччĕ. Çавăн умĕнче ача лашине апатлантаратăп тесе пăрăнчĕ. Эпир кăштах канса илес тесе хăна çуртне кĕтĕмĕр. Тепĕр кун çар комиссариатне ирех çит-рĕмĕр. Пире чăн-чăн пулас салтаксем тесе мухтарĕç, çара кайиччен 3 уйăхлăха Первомайскинче радиотелефониста вĕренме направлени пачĕç.

Çак çул çинче пулса иртнĕ пăтăрмаха эпĕ тăтăшах аса илетĕп. Эпир пырса тухман пулсан мĕн кĕтетчĕ-ши çав çамрăка?

Хăш ял ачи пулнă-ши вăл? Те Çĕнĕ Ахпÿрт, те Кивĕ Ахпÿрт терĕ. Çавна лайăх ас туса юлман. Ăçта-ши халь çав ача? Пурăнать-ши, çак саманта астăвать-ши?



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июля 2007
00:00
Поделиться