Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

УРАМРАХ ЮРĂ ЯНĂРАТЬ

 Çуллахи хĕрỹ тапхăрта ял ĕçченĕн культурăллă канма вăхăт çукпа пĕрех. Çакна шута илсе Кивĕ Катекри культура ĕçченĕсем О.Устимовапа Л.Якушкина ачасенчен "Надежда" агитбригада йĕркеленĕ. Халĕ ял урамĕсем юрă-кĕвĕпе янăраса çеç тăраççĕ. Надеждăпа Анастасия Якушкинăсем, С.Богданова, О.Леонтьева çамрăк юрăçсем тата кĕçĕн çулхи ташă ăстисем кашни урамрах концерт кăтартма тĕллев лартнă. Аслисем çакăнпа питĕ кăмăллă, ара, урама тухсах концерт курма пулать те.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июля 2007
00:00
Поделиться