Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Почтальон çурта килсен пурăнма хаваслăрах

 

 Утă уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Раççей почта кунĕ. Професси уявне паллă тăвакансем районта та сахалăн мар. Вĕсенчен 195-шĕ паянхи кун почта ĕçе утать. Ветеранĕсем те йышлă. Почтамта 1993 çултанпа С.Рубцова ертсе пырать. Светлана Васильевнăн çак организацинчи ĕç стажĕ 25 çул. Ачаранах кăвапине çыхăнтарнă вăл почтăпа. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнче почтальонкăна отпуск кантарнă. Çавăнпа ĕçе алăри пỹрнесем евĕр пĕлет. Финанс ыйтăвĕсене хĕвел çаврăнăш шĕкĕлченĕ пекех шĕкĕлчет. 11 çул тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Район центрĕнчи е ялсенчи кирек хăш почта уйрăмне кĕрсен те куç-пуç алчăрать. Мĕн кăна ĕçлемеççĕ кунта: электричествăпа, газпа усă курнăшăн тỹлев илеççĕ. Аякри тăванĕсене салам яртараççĕ. Телефон çыхăнăвĕпе те усă куртараççĕ. Тĕрлĕ тавар (шăрпăкран пуçласа çăнăх-кĕрпи таранах пур) сутаççĕ. Хаçат-журнал çырăнакансем, илекенсем, вулакансем пур. Кирек хăш уйрăм та çынран татăлмасть. Çăмăллăхпа усă куракансем палăртнă вăхăта парăмпа татăлассишĕн "кĕпĕрленсех" пыраççĕ тата ытти те . Тивĕçтерỹсене шутласа та кăлараймăн. Ĕçе пĕлни çеç мар. Ăна вăр-вар пурнăçлани, вăхăтра ĕлкĕрни, çепĕç чĕлхеллĕ пулни те кирлĕ. Ватăсене электричествăпа газ тỹлевĕшĕн татăлмалли квитанцисене кун каçа сахал мар çырса пама тивет-çке. Коллективри ĕçченсен çак енсем пуррине уççăнах çирĕплетет Светлана Васильевна. Первомайскинчи Вера Анатольевна Кондратьева, Ыхра Çырминчи Людмила Аркадьевна Шихранова, Кивĕ Катекри Людмила Федоровна Никитина, Туçари Ольга Васильевна Телегина, Пăлапуç Пашьелĕнчи Валентина Владимировна Храмова почта уйрăмĕсен ертỹçисене ырăпа асăнать. Кашнийĕ ĕç вырăнĕнче теçетке çумне теçетке çул стаж хушса пыраççĕ.

26 почта уйрăмне пĕрлештерсе тăрать почтамт. 2007 çулхи иккĕмĕш çур çула 26 пин экземпляр хаçат-журнал çырăнтарма пултарчĕç вĕсем. Сахал мар çакă. Ку енĕпе умри тĕллевсене пурнăçларĕç. Тупăшĕ те аванах темелле.

Ĕçре çĕнĕлĕх кĕртессине тĕпе хураççĕ почтамтра. Сотовăй телефонсене автоматика пулăшнипе заправка тума тытăнасшăн. Интернет-салонсем ĕçлеççĕ. Вĕсене почта уйрăмĕсене вырнаçтарассине те тĕпе хураççĕ. Çĕнĕ хыпара, пенси укçине, ача пособине кил тăрăх валеçекенсем вара Шăмăршăрисемпе пĕрле 105-ĕн. Е.Бородова, Л.Яковлева, А.Грачева, Э.Солдатова, М.Мифтахутдинова, Г.Телегина, Т.Петухова почтальонкăсем çулленех çырăнтару ĕçне аван хутшăнаççĕ.

Хаçат-журнала вырăна илсе çитерсе ĕçре В.Ефимов, М.Владимиров, С.Крылов, Л.Шарапов водительсем тăрăшуллă. Типографи продукцийĕсемпе ытти таварсене почта уйрăмĕсене валеçессишĕн Ю.Думилинпа П.Медведев яваплă.

Кадрсемпе савăнать ертỹçĕ. Çумăр çусан та, çил-тăман вĕçтерсен те, кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара, пылчăкра та вулакан патне хаçат-журнала çитереççĕ почтальонкăсем. Унсăрăн епле пултăр. Çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче сăмах илтесси çук ку енĕпе. Ĕçе чунтан парăннисем тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хураççĕ. Почтамтра çеç кăштах улшăнусем пулчĕç. Çĕнĕ вăй кĕртрĕç. Çамрăксене оператора хăнăхтараççĕ. Г.Петрова, В.Сорокина, В.Цветкова А.Илюткинăна, Н.Цветковăпа С.Нягинăна компьютер умне "çыхрĕç".

_Хут ĕçĕ хутшăнсах пырать. Таварсене 50-60 фирмăран сĕнеççĕ. Уйăхсерен кашнийĕнпе отчет памалла. Хаçат-журнал сутса 150-200 пин тенкĕ пухăнать. Пурне те шут витĕр кăлармалла çаксене, _ кăмăллăн калаçать С.Рубцова. Ĕç пỹлĕмĕнче, вырăна тухса, телефонпа татса памалли нумай унăн.

Коллективри кашни çынна паллани, вĕсен ĕçне хисепе хуни, ăнланса ĕçлени ỹсĕм тума пулăшатех. Ку енĕпе Г.Павлова кадрсен пайĕн ĕçченне, тавçăруллă та çаврăнăçуллă пулнине палăр тать . З.Сорокина бухгалтерпа В.Сорокина оператора ыттисене пулăшма ỹркенменнишĕн ырлать. Раççей почта кунĕ ячĕпе ĕçченсене, ветерансене ăшшăн саламлать. Эпир те хутшăнатпăр Светлана Васильевна сăмахĕ çумне. Çырăнтару тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕшĕн тав туса малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июля 2007
00:00
Поделиться