Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЫХРА ÇЫРМИ ВĔРЕНТЕКЕНĔСЕНЕ РАÇÇЕЙРЕ ТЕ ПĔЛЕÇÇĔ

 Районти шкулсем профильлĕ вĕрентỹ çине куçнăранпа пĕлỹ процесĕ самаях лайăхланнă. Вĕренекенсем тĕнче шайлĕ конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ, интеллектуаллă тата творчествăлла пултарулăхне ỹстерсех пыраççĕ. Акă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти пуçарулăх ушкăнĕ "Çул _ ял пурнăçĕн тымарĕ" проектпа Раççейри чи лайăх 20 команда хушшинче "Пĕтĕм Раççейри "Эпĕ _ Раççей гражданинĕ" акцинче финалист пулса тăнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июля 2007
00:00
Поделиться