Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Гектар пуçне _ 100 тонна

 

"Труд" ял хуçалăх ко-оперативĕнче (ертỹçи Н.Михайлов, аслă агрономĕ Н.Матвеев) çĕр пулăхне ỹстерес, унтан тухăçлă ял хуçалăх культурисем туса илес тесе куллен тăрăшаççĕ, тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнă май тислĕк самаях пуçтарăнать. Çавна шута илсе ăна выльăхсене çитерме акнă ыраш ани çине кăларас терĕç. Çак ĕçе пурнăçлама "Батыревская машинно-тракторная станция" патшалăх унитарлă предприятин Первомайскинчи филиалĕн механизациленĕ отрядне чĕнчĕç. Звенора пĕр К-700 трактор-погрузчик, 4 - Т-150 тислĕк турттарса салатса пыракан техника. Вĕсен ĕçне В.Езюков агроном йĕркелесе пырать.

Н.Юркин механизатор тислĕк турттаракансен ĕçне чарса тăмасть, тракторсен урапине хăвăрт тиет. Виталипе Петр Шуряковсем, Н.Верликов, А.Кудряшов механизаторсем 3-4 çухрăмра вырнаçнă уя куллен 350-400 тонна тислĕк кăлараççĕ. Ĕç вĕресе çеç тăрать. Хуçалăх пĕр гектар пуçне 100 тонна ытларах тислĕк кăларма тĕллев лартнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июля 2007
00:00
Поделиться