Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ĔÇ АЛЛИ ЧАКАТЬ _ТЕХНИКА ПĔЛТЕРĔШĔ ỸСЕТ

 

Хуçалăхсенче ĕç алли чакса пынă вăхăтра техника пĕлтерĕшлĕ уйрăмах пысăк. Энерги ресурсĕсене перекетлекен технологи çинчен калаçма пуçланăранпа республика шайĕнче тĕрлĕрен предприятисемпе организацисен, фирмăсен Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи энерги ресурсĕсем перекетлекен хальхи вăхăтри ял хуçалăх техникин куравĕсене йĕркелеççĕ. Унта çĕршер çын пырса курать, хăватлă та чаплă ял хуçалăх машинисене курса тĕлĕнет. Паллах, çакăн пек çĕнĕ йышши техника пирĕн республикăра та хуçаланма тытăнни савăнтарать. Хăш техникăна суйласа илесси вара хуçалăх ер-тỹçисен, фермерсен ирĕкĕ. Çапла тума май пур хресченĕн, мĕншĕн тесен ял хуçалăх машинине туянма çулсерен тĕрлĕ шайри бюджетсенчен укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. Наци проекчĕпе паракан çăмăллăх кредичĕсем, лизинг умри çула уçать. Банксем туянакан техникăна та салука илме килĕшни хуçалăхсемшĕн пысăк çăмăллăх. Халĕ ку меслетпе пирĕн районти малта пыракан хуçалăхсем те усă кураççĕ. Акă, кăçалхи çур акинче Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми "Кузбасс" комплекспа усă курчĕ. "Труд" хуçалăх çĕр улмине Голланди технологийĕпе çитĕнтерет. Утă çулакан, тавăракан агрегат, пресс-подборщик та меллĕ. Нумаях пулмасть республикăра ирттернĕ куравра чылайăшне çĕр улми туса илмелли техника кăмăла кайнă. Вăл йăранне хăех тăвать, çĕр улмине лартать, хăех пуçтарса кĕртет. Ăна туянсан уй-хирте çынсем-сĕрех "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерме пулать. Тĕш-тырă пуçтарса кĕртекен комбайнсем те çĕнелсех пыраççĕ: "Джон Дир", "Фердюсон" тата ытти те. Пирĕн патăрта "Джон Дир" меллĕрех-мĕн. Вăл тăкака икĕ хут чакарать, тырă та таса пулать.

 Районта техника туянас, унпа усă курас, çĕнĕ технологине ĕçе кĕртес тĕлĕшпе машина-трактор паркне пуянлатсах пыраççĕ. Иртнĕ çулта çеç 27 миллион тенкĕлĕх туяннă. Çав шутра "Кузбасс" ака комплексĕ _ 1, харăсах темиçе ĕç пурнăçлакан ака агрегачĕ _ 15, тĕш тырă пухса кĕртмелли "Класс-Медион" комбайн _ 1, Дон-1500 Б комбайн _ 12 (вĕсенчен тăххăрăшĕ улăма вĕтетсе пыраканни), сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илекен комплект _ 4, çав шутра пĕри _ "Франц-Клейн", çĕр улми туса илекен комплекс комплекчĕ _ 5, МТЗ _ 1221 трактор _ 13, дискатор (БДМ) _ 12 тата ытти те. Асăннă техникăсене пурне те патшалăх пулăшăвĕпе туяннă. Кăçал ял хуçалăх техникине 50 миллион тенкĕлĕх туянма планланă.

Ял хуçалăх техникине çĕнетессипе кăçал та аван ĕçлеççĕ. Паянхи куна 36,5 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Çав шутра лизингпа _ 8,91 миллионлăх, кредитпа 26,18 миллион тенкĕлĕх, харкам хăй укçи-тенкипе _ 1,42 миллионлăх. Мĕн пурĕ 3 трактор, тĕш тырă пуçтаракан "Дон-1500", çĕр улми пуçтаракан "Колнак", выльăх апачĕ пуçтаракан Е-281,2 комбайнсем, икĕ "КамАЗ" автомобиль, "Кузбасс" ака комплекчĕ, прицеплă машинăсем тата ытти те туяннă.

Машина-трактор паркне çĕнетессипе Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, "Тойси", "Звезда", "Малалла", "Труд", "Красное знамя", "Хастар", "Югель", "Батыревский", "Исток" хуçалăхсем уйрăмах активлăх кăтартаççĕ.

Паллах, хаклă техника туяннипе пĕрлех унпа ĕçлеме пултаракан специалистсене вĕрентсе хатĕрлесси пирки те манмалла мар. Унпа туллин, тухăçлă усă курни кăна тăкаксене чакарма, тупăша ỹстерме пулăшĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июля 2007
00:00
Поделиться