Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇЫРАВРА АКТИВЛĂХ КĂТАРТНĂШĂН

 Иртнĕ çулхи июлĕн 1-25-мĕшĕсенче Раççей правительстви ял хуçалăх çыравне ирттерчĕ. Май уйăхĕнче çырава хутшăннă чи активлă инструкторсене, çыравçăсене Патшалăх Федераллă статистика службин медалĕпе тата паллипе наградăланăччĕ. Наградăсем парасси вĕçленмен-ха. Çак кунсенче кун пек чыса район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Патăрьел издательство çурчĕн директорĕ, "Авангард" хаçат редакторĕ З.Александрова, Раççей перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн управляющийĕ М. Ямалиев тивĕç пулнă. Наградăна чыслă лару-тăрура район пуçлăхĕ Н.Глухов панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июля 2007
00:00
Поделиться