Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕк тăратмасть ÇАНТАЛĂК

 Çанталăк Патăрьел районне лăпкă пурăнма памарĕ çак кунсенче. Июнĕн 30-мĕшĕнче районăн пĕр пайĕ çил-тăвăл айне çакланчĕ. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх каçхине 22 сехетсенче çунă çумăр 9,7 миллиметр нỹрĕк тăкнă, çил хă-вăртлăхĕ секундра 21 метр пулнă. Çавна пула районти Культура çурчĕн юсакан тăрринчен 21 листа шăвăçа, 7-мĕш профучилищĕре 20 листа шифера сирсе ывăтнă.

Июлĕн 1-мĕшĕнче инкексем тата ытларах пулнă. Туçа ял тăрăхĕнче аслă çул çине 200-е яхăн йывăçа, 9 электричество юпине тỹнтернĕ. Инкеке пĕтерессипе ДРСУ, Кăнтăр электросеть районĕн бригадисем, халăх ĕçленĕ. Унсăр пуçне уйрăм хуçалăхсен çурт çивиттийĕсене чылай сиенленĕ.

Алманчă ял тăрăхĕнче те çанталăк чылай тăкак тунă. Çĕр ĕç фирмин объекчĕсенче 4000 тăваткал метр çивитти сиенленĕ, шыв башни тỹннĕ. Уйрăм хуçалăхсем те инкек тỹснĕ, пĕр хуçалăх çурт тăррисĕр тăрса юлнă.

 "Чишма", "Колос", "Тойси" хуçалăхсенче, уйрăм çын çурт-йĕрĕсенче çурт тăррисене сиенленĕ. Туçари вĕрентỹ центрĕн общежитийĕн фронтонĕ йăтăнса аннă.

Çак кун Патăрьелĕнче 10 миллиметр нỹрĕк ỹкнĕ, çил хăвăртлăхĕ районĕпе секундра 21-30 метр пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июля 2007
00:00
Поделиться