Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Газ ĕçченĕсен _ çĕнĕ çурт

 Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнче кăçал тепĕр хитре çурт ỹссе ларчĕ. Сăмахăм "Чăвашрегионгазăн" Комсомольски территори управленийĕн Патăрьелĕнчи абонент пункчĕ пирки-ха. Районта 9750 абонент çутçанталăк газĕпе усă курать. Халиччен абонент пункчĕ "Юхма" гостиницăри пĕр пĕчĕк пỹлĕмре вырнаçнăччĕ.

Тунтикун абонент пункчĕ çĕнĕ çурта куçрĕ. Вăл тултан та, шалтан та хăтлă, илемлĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çавна май "Чăвашрегионгазăн" генеральнăй директорĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов район пуçлăхне Н.Глухова çĕнĕ çурт тума пурне те тивĕçтерекен вырăн уйăрса панăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов хăйĕн сăмахĕнче Патăрьел юлашки çулсенче çĕнелсе улшăннине, социаллă çурт-йĕр, çул-йĕр чылай тунине , газ кĕртнине, таса шыв программипе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Строительство подрядчикне Р.Абдулвалеев предпринимателе çурта кĕске срокра архитектура енчен илемлĕ, пахалăхлă тунăшăн тав турĕ.

Çавăн пекех çурта уçнă çĕрте "Чувашсетьгаз" акционер пĕрлешĕвĕн "Канашмежрегионгаз" директорĕ В.Стерлядкин, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев, Раççей перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн управляющийĕ М.Ямалиев сăмах каларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

К.Мифтахутдиновпа район пуçлăхĕ Н.Глухов хăйăва каснă хыççăн пурте шала кĕчĕç. Р.Абдулвалеев подрядчик пĕрремĕш хисеплĕ клиент пулчĕ.

Абонент пунктĕнче хăтлă, пỹлĕмсем аслă, ирĕк. Клиентсене 3 контролер йышăнать. Çакă çутçанталăк газĕшĕн тỹлекенсемшĕн питĕ меллĕ. Кунтах газпа усă куракансем валли кирлĕ пĕтĕм информаципе паллашма пулать. Компьютер оборудованийĕ вырнаçтарни ĕçе пушшех те çăмăллатать. Пункт уçăлнă кунах Кияметдин Садырдинович район çыннисене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июля 2007
00:00
Поделиться