Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чементе тата пуласчĕ, паркĕнче ларса курасчĕ

 

терĕç район çамрăкĕсемпе шкулсенчи канупа сывлăха çирĕплетекен лагере çỹренĕ ачасем. Сăлтавĕ те пур. Çамрăксен кунне уявлама çакăнта пухăнчĕç вĕсем. Пурне те килĕшрĕ. Малтанах кану паркĕ çинчен сăмах пуçарар. Ял хĕрринчи лăпкă вырăнта вăл. Тип-тикĕс çеремлĕ лаптăк. Çырма хĕрринче тĕрлĕ йывăç ỹсет. Çăтмахри пекех. Халиччен унта кунашкал ăмсанмалли тирпей-илем пулман. Ял 400 çул тултарнă тĕле юмахри евĕр туса хунă. Юман юпаран унăн юбилей паллине хатĕрленĕ. Юрлакан-ташлакан валли сцена ăсталанă. Кашни эртел пĕрле ларса калаçма вăрăм сĕтелпе тăрăхла саксем тунă. Умĕнче кăвайт чĕртсе хуран çакса вĕри апат пĕçермелĕх ятарлă вырăнсем пур. Çăл шывĕ, пусă юнашарах. Ватти-вĕттине, ача-пăчана пĕртте кичем мар. Карусельсем, ярăнмалли йышлă. Шăчă тăрне шуса хăпармалли тунă. Йывăçран ăсталанă хыçлă пукан çине улпут евĕр саркаланса кĕрсе ларса çут çанталăкпа киленме пулать...

Культурăпа спорт фестивальне Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Медведев уçрĕ. Килнĕ хăнасене уявпа саламларĕ. Ун хыççăн район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов çамрăксене, ачасене район пуçлăхĕн Н.Глуховăн саламне вуласа парса пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Аслă Чеменсен ытармалла мар культурăпа кану паркĕ пирки Раççей телевиденийĕ таранах тĕрлĕ каналпа кăтартса тĕлĕнтернине каларĕ. "Çамрăксен пуçарулăхĕ _ район малашлăхĕ" чĕнỹпе район 80 çул тултарнине халалласа ирттерекен уяв пĕр-пĕринпе паллашса çывăх, ĕçлĕ çыхăнусем çуратасса шанса тăнине пĕлтерчĕ.

Сăмах илнĕ районти вĕрентỹ пайĕн ертỹçи Н.Маллина ялта капăр шкулпа ача сачĕ ĕçленине палăртмасăр хăварма пултараймарĕ. Ун хыççăн концерт пуçланчĕ. Шкулсенчи лагерьсенче каннă ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, ташларĕç, юрларĕç.

Çак хушăра район пуçлăхĕн çумĕ Р.Селиванов ял тăрăхĕсенчен килнĕ çамрăксемпе координаци канашĕн ларăвне ирттерчĕ. Вĕсемпе çавра сĕтел хушшинче калаçу пуçарчĕ. Хĕрсемпе каччăсене пăшăрхантаракан ыйтусем сахал мар. Канăва Чеменсем пек йĕркелесси çитмест-ха вырăнсенче. Çакнашкал тĕслĕхлĕ паркĕ те çукрах. Мĕншĕн ỹркенсе тăмалла? Тăкакĕ пысăках мар. Кар тăрса ĕçлесси çитмест. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Медведев çирĕплетнĕ тăрăх, тирпей-илем тума урамсенченех пуçланă. Унтан парка çитнĕ. Халĕ кунта кирек хăш мероприятине те ирттерме кăмăллă. Çуралнă кунсене, юбилейсене, тĕл пулусене килеççĕ çамрăксем. Уçнă-уçман е çĕлĕк пысăкăш çăра çакса хунă клубсен çывăхĕнче ĕçсе çапкаланса çỹриччен çакăн евĕр парксем илĕртмеллех çамрăксене.

Ăша хывмалла çакна ытти ялсенче пурăнакансен. Ỹркенмесĕрех хăйсен те хăтлă кану вырăнĕсем тума тăрăшмалла. Çамрăклăх пĕрре килет. Ăна асра юлмалла ирттермеллех. Кăтартуллă парк тума Чеменсене те ансат пулман. Çине-çинех субботника тухнă. Ял юпине республикăн тава тивĕçлĕ художникĕ А.Бахмисов ăсталанă. Парка илем кĕртмелли сĕнỹсене чăваш наци музейĕн директорĕ Э.Бахмисов панă. Метр çурăллă чăрăшсене урама лартнă. Вĕсем чĕрĕлессе чылайăшĕ иккĕленнĕ. Çамрăксен кăмăлĕ япăх мар иккен. Пурте тенĕ пекех тымар янă тата ытти те.

Малашлăхра тума палăртнисем татах пур Чеменсен. Çырма шывне çатан картасем тытса пĕвелесшĕн, кăштах шыв пухăнса тăмалла тăвасшăн. Шыва кĕме те пулĕ вара.

Каçчен тăсăлчĕ уяв. Шкулсенчи лагерь ĕçне пĕтĕмлетме пухăннă ача-пăча, çамрăксен хаваслă шавĕ ял çийĕн аякка саланчĕ. Волейболла, футболла, шашка-шахматла, çапса тармалла выляса савăнчĕç. Вĕрен туртакансем, михĕпе чупакансем, кĕвентепе шыв йăтса ăмăртакансем те пулчĕç. "Пуртăран пĕçернĕ пăтă" тутлă пулчĕ. Халиччен çак енче пулса курманнисемшĕн çула май Нăрваш Шăхалĕнчи "Ырçем" çăл куçĕ патне чарăнни те, Çĕньялти Г.Айхи, Турханти А.Кокель музейĕсене кĕни те ырă туйăм çуратрĕ. Куçпа виçейми, пăхса ытарайми, каласа-çырса кăтартма пĕлмелле мар тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнсем сахал мар пирĕн. Вĕсене курма, хаклама, тума пĕлмелле. Çавă çеç çитмест. Пĕрлĕхре вăй теççĕ. Чеменсен ырă енĕсене кашнийĕшĕ вырăна илсе кайса ĕçе çеç кĕртмелле.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июля 2007
00:00
Поделиться