Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇĔНЕЛЧĔ БИБЛИОТЕКА

 

Нăрваш Шăхалĕнче районти 22-мĕш тĕслĕхлĕ библиотекăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Маларах ял тăрăх администрацийĕн, культура, медицина ĕçченĕсем хастар хутшăнса çурта сăрланă, евроюсав тунă, çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Кĕнеке фондне те чылай пуянлатнă. Республика Президенчĕ, район, ял тăрăх администрацийĕ, тĕп библиотека пулăшнипе çĕнĕ компьютер, сканер, принтер, телевизор, DVD-плеер тата ыттине туяннă. Çак савăнăçлă пулăма уçнă çĕре район администрацийĕн пай пуçлăхĕ С.Викторов, администрацин специалисчĕ М.Волкова, тĕп библиотека директорĕ Н.Исаева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев, "Труд" ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертỹçи Н.Михайлов, ялти вăтам шкул директорĕ В.Платонова, ял тăрăх депутачĕсем хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç. Çак пулăм вулакансен йышне тата ỹстерме, шкул ачисене кĕнекепе, интернетпа усă курса хăйсен ăс-тăнне, тавра курăмне анлăлатма пулăшасса шаннине пĕл-терчĕç.

Ялти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ С.Фролова ертсе пынипе концерт лартса пачĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июля 2007
00:00
Поделиться