Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Профилактика _ кулленхи ĕç

 Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ертсе пынипе право йĕркине пăсассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Унта саккун айăплавне тỹснисене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе вырнаçтарассине е вăхăтлăх ĕç тупса парассине йĕркелесси пирки Патăрьел районĕнчи центр ертỹçи М.Сепперов каласа панă. Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Петров, Ишле ял тăрăх пуçлăхĕ Л.Юркина, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ Ю.Федоров хăйсен территорийĕнчи профилактика канашĕсем Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров профилактика ĕçне депутатсене явăçтарма сĕннине пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă.

Ларура сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тунă, черетлĕ профилактика кунне пĕтĕмлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июля 2007
00:00
Поделиться