Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушарпа кĕрешме хатĕр пулмалла

Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан саккунĕсемпе никĕсленсе, район пуçлăхĕ Н.Глухов Патăрьел район территорийĕнчи уйрăм çын хуçалăхĕсенче тытмалли пушар сỹнтермелли хатĕрсен переченĕ пирки йышăну кăларнă. Унта кашни килре, вунă килре пушар сỹнтермелли мĕнле хатĕрсем тытмаллине палăртнă. Ял тăрăх пуçлăхĕсене 26-мĕш пушар чаçĕпе пĕрле пушартан асăрханмалли ĕçсене туллин пурнăçлама сĕннĕ. Çавăн пекех халăх хушшинче асăрхаттаруллă-ăнлантаруллă ĕçе вăйлатмалла, халăха пушар сỹнтермелли меслетсене вĕрентмелле. Ку ĕçсене пурнăçлама депутатсене анлăн явăçтармалла, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕр кашни килтех пултăр тесе тăрăшмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2007
00:00
Поделиться