Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ХАПĂЛ ТУРĔÇ ЙЫХРАВА,ÇИТСЕ КУРЧĔÇ УЯВА

 Ентешĕмĕр _ Çĕнĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ, Куславкка район пуçлăхĕ Иван Григорьевич Майоров чĕннипе пирĕн район пуçлăхĕ Николай Иванович Глухов ертсе пыракан делегаци Куславккара иртнĕ Республика кунне хутшăннă. Уява хутшăннисем Атăл илемĕпе, хулан сăн-сăпачĕпе киленнĕ, "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăннă çĕр-шывăн нумай регионĕсенчен килнĕ артистсен юрри-ташшине курса савăннă.

Ипподромра лашасен чупăвĕпе интересленнĕ. Кунта район чысне пĕртăван Алексейпе Валерий, вĕсен ашшĕ Егор Красновсем, Н.Пыркин, А.Каргин хỹтĕленĕ.

Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ (ертỹçи Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А.Шакин), Первомайскинчи "Шуçăм" халăх фольклор ансамблĕ" (ертỹçи В.Фролов) "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăнса пысăк концерт кăтартнă.

Çак кунах Первомайскинчи культура çурчĕн халăх инструменчĕсен ансамблĕ, И.Ендеев, А.Казанцев, А.Сорокин солист-вăйăçсем, Алексеевсен (Тикеш), Верликовсен (Первомайски) çемье ансамблĕсем "Эпĕ, эсĕ, вăл _ туслă çемье" республикăри художество пултарулăх фестивалĕн гала-концертне тата "Выля, хут купăс!" наци музыка инструменчĕсен республикăри уявне хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Республика кунне халалласа районта та культурăллă мероприятисем чылай иртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2007
00:00
Поделиться