Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк велосипедистсем ăмăртрĕç

 

Нăрваш Шăхалĕнчи стадиона тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ хыççăн кунта кашни эрнерех район шайĕнчи спорт мероприятийĕсем ирте пуçларĕç. Велосипед спортне район шайĕнче çỹлти шая çĕклес тесе хамăр ентешсем, спорт мастерĕсем А.Савельевпа В.Мулендеев, хăйсем Шупашкарта пурăнаççĕ пулсан та, çине тăрсах тăрăшаççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Старта малтанах чи кĕçĕн çулхисем тухрĕç. Вĕсем çулĕпе çамрăк пулин те велосипед çинче чăн-чăн пысăк çынсем пекех ярăнса ăмăртаççĕ. Акă вăл ăмăртăвăн пĕрремĕш чемпионĕ В. Афанасьев (Н.Шăхаль). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Р.Макаровпа (Çĕньял) В.Сергеев (Н.Шăхаль) йышăнчĕç. Çак çулхи хĕр ачасенчен М.Давыдовăна çитекенни пулмарĕ. Н.Мулендеевăпа И.Петрова (пурте Н.Шăхальтен) _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

1995-1996 çулсенче çуралнисен хушшинче, малтан кĕтнĕ пекех, А.Матвеев (В.Шăхаль) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта С.Софронов (Н.Шăхаль) пулчĕ, виççĕмĕшĕнче вара _ Д.Нестеров (Çĕньял). Хĕр ачасенчен чи пултарулли О.Терентьева (В.Шăхаль).

1993-1994 çулсенче çуралнисенчен чемпион ятне А.Егоров çĕнсе илчĕ. Унăн юлташĕ Е.Григорьев (В.Шăхаль), епле тăрăшрĕ пулин те, иккĕмĕш вырăнпа анчах çырлахрĕ. Виççĕмĕш вырăнта Н.Елимов (Çĕньял). Çак çулхи хĕр ачасенчен Çĕньялсем ăстарах пулчĕç. Чемпионка ятне Н.Емельянова çĕнсе илчĕ, виççĕмĕш вырăнта унăн юлташĕ К.Сидорова, иккĕмĕш вырăнта А.Капитонова (В.Шăхаль). 1991-1992 çулсенче çуралнисен хушшинче, малтан кĕтнĕ пекех, çивĕч тытăçу А.Матвеевпа (В.Шăхаль) А.Еразумов хушшинче (Н.Шăхаль) пычĕ. Малтанхи тăватă-пилĕк çаврăмра малта А.Еразумов пычĕ, анчах та малаллахи çаврăмсенче Алюш Матвеев хăйĕн аташне меллĕ вырăнта иртсе кайрĕ те мĕн финиша çитичченех никама та мала ямарĕ, чемпион ятне çĕнсе илчĕ. М.Фоминăн (Çĕньял) вара виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Хĕр ачасенчен пултаруллисем Çĕньялсем пулчĕç. Чемпионка ятне А.Елимова çĕнсе илчĕ, Алена юлташĕ С.Нестерова иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче _ В.Шайманова (Н.Шăхаль).

Ăмăртура пурĕ утмăла яхăн çамрăк спортсмен тупăшрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2007
00:00
Поделиться