Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тури Чакăсем ял уявĕнче савăнчĕç

 

Тури Чакă ялĕ пуçланса кайни 400 çул çитнине халалласа Айтуш уçланкинче пысăк уяв иртрĕ. Икĕ яла пĕрлештерсе тăракан илемлĕ вырăна пухăнман çын та юлмарĕ пулĕ. 16 ратнерен тăракан ял-йыш кашнийĕ вăрăм сĕтелпе саксем, пир çапмалли вырăн, таканкки тунă, сурăх е така пусса какай шỹрпи хатĕрлеме вучах чĕртнĕ, çăкăр пĕçерсе килнĕ, сăра вĕретсе хатĕрленĕ, ытти юр-варне лартнă. Арçынĕсем те, хĕрарăмĕсем те чăн чăваш тумлĕ пулнăран, пĕринчен тепри капăр курăнчĕç.

Уява ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Медведев уçрĕ. Пурне те пысăк уяв ячĕпе саламларĕ, ял историйĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Ял юбилейĕ ячĕпе пухăннă ватти-вĕттине тата килнĕ хăнасене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, чăваш наци музейĕн директорĕ Э.Бахмисов, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн представителĕ К.Федорова, ытти ентешсем ăшшăн саламларĕç.

Пуçару ушкăнĕ уява питĕ интереслĕ йĕркелеме пултарнă. Уяв пуçламăшĕнчех кив масарта мăн хĕрес лартрĕç. Унтан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Пукашран (Тури Чакă ялне çавăнтан куçса килнĕ çынсем пуçарнă) ятарласа çитнĕ ушкăнпа пĕрле ял юпине вырнаçтарчĕç. Ку ĕнтĕ ĕлĕк пурăнмалли вырăна çĕр суйласа илнине пĕлтерет. Малалла яшсем лашасем çине утланса йывăçсем касса килни, ратнесем вĕсене хăйсен умне вырнаçтарни, хĕрсем çăлран кĕвентесемпе шыв йăтса сапни, пир тĕртни, вăййа тухни _ тата тем те пĕр йĕркелерĕç уявра. Пĕтĕмĕшле илсен уяв хавхаланăвĕ паянхи кунчченех тăсăлать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 июня 2007
00:00
Поделиться