Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Телейлĕ ачалăх пĕрмай асăнмалăх юлайтăр кашнин чĕринче

 

Çулла ачасемшĕн асра юлмалли, приключениллĕ, тĕрлĕ вăйă вылямалли, çĕнĕлĕхсемпе паллашмалли, ĕçпе пиçĕхмелли, спортпа туслашмалли, канса çирĕп вăй-хал пухмалли вăхăт. Вăрман, уй-хир, çаран, кỹлĕ илĕртетех çитĕнекен ăрăва. Ушкăнпа каннине вара нимĕн те çитмест. Шăпах çакна шута илме тăрăшрĕç те ĕнтĕ вĕрентỹ, социаллă хỹтлĕх пайĕсем, социаллă страховани фончĕ, ĕçпе тивĕçтерекен центр тата педагогика коллективĕсем. Социаллă страхованин регионаллă фончĕ шутĕнчен 816 ача 19 лагере çỹрет. Вĕсене шкулсенче йĕркеленĕ. Вырăнти бюджетран 127900 тенкĕ уйăрса 705 вĕренекенлĕх ĕçпе кану лагерĕсем уçнă. Вĕсен начальникĕсене, воспитателĕсене çирĕплетнĕ.

Июнĕн пĕрремĕшĕнче лагерьсем ĕçе пуçăнчĕç. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Ачасен канăвне мĕнле йĕркеленипе çỹлерех тăракан органсем интересленеççех. Çавăнпа çула тухрăмăр.

Турханти вăтам шкулти лагерьсенче 90 ача канать. Вĕсенчен хĕрĕхĕшне ĕçе те явăçтараççĕ. "Çăлкуç" кану лагерьне çỹрекенсем çул çỹреве кайнăччĕ. Воспитательсемпе вĕсен çак кун пĕве хĕррине çитме палăртнă. Тытнă пулăран шỹрпе пĕçересшĕн.

"Асамат кĕперĕ", "Хĕвел" отрядсен пушă вăхăт çук. 12 михĕ вĕлтĕрен татса типĕтнĕ вĕсем. Ăна хатĕрлевçĕсене сутаççĕ. 450 тенки вара Шупашкара экскурсине кайма хурăнать. Шкул дирекцийĕ вĕренекенсен тĕллевне çывăх кунсенчех пурнăçа кĕртме палăртать.

Çĕньялти "Росинка" кану лагерьне 1-8-мĕш классенче вĕреннĕ 40 ача çỹрет. Ирхи апат хыççăн вĕсем стадиона тухнă. Маларах ачасемпе сывлăх темипе калаçу ирттернĕ. Хĕвелпе пиçесрен, шывра асăрхануллă пулмалли çинчен сăмах пуçарнă.

Çапса тармалла выляççĕ ачасем. Пĕринчен тепри чĕрĕрех те йăрăрах. Хĕрринче тăракан В.Андреевпа калаçу пуçартăмăр. Çемьере пилĕк ача вĕсен. Ашшĕпе амăшĕ кооперативра ĕçлеççĕ. Çăл Атăкран çỹрет Валери лагере. Канупа кăмăллă. Симĕс хăярпа хĕрлĕ помидортан хатĕрленĕ салата, чăх какайĕпе пĕçернĕ яшкана, кăлпассипе панă тỹнĕ çĕр улмине, натуральнăй сока ĕçме-çиме кам-ха хирĕç пулĕ?

Кану программи пуян ачасен. "Веселые старты" ирттернĕ вĕсем. "Симĕс аптека" сехетĕнче сиплĕ эмел курăкĕсем пухнă.

Нăрваш Шăхальти вăтам шкулта вĕренỹ çулĕ вĕçленмен те тейĕн. Патшалăх экзаменĕсем тытакансем, классене сентябрĕн 1-мĕшне хатĕрлекенсем, спорт, ĕç, кану лагерьне çỹрекенсем "кĕшĕлтетеççĕ". 4 отряда 100 ача çỹрет. Спорт лагерьне Çĕньялсем те килеççĕ. Ачасене ĕçлеме (шкул пахчинчи чечексене çумлатчĕç, çĕнĕ сĕтел-пукан пуçтаратчĕç), канма условисем пурах.

Шăнкăртам икĕ шкулĕнче те ĕçлет лагерь. Пĕтĕ-мĕшле тĕп пĕлỹ параканнине çỹрекенсем экскурсине кайнăччĕ. Вăтам шкулта канакансем шăпах кăнтăр апатĕнчеччĕ. Мĕн ĕçни-çини куç умĕнче пулчĕ. Ахальтен мар йышлă ачаллă çемьере çитĕнекенсем çакнашкал лагерь йĕркеленине ырларĕç. Килте кулленех ачасемшĕн вăхăтра пĕр-ремĕш, иккĕмĕш вĕри апатсем, салат хатĕрлеме ерçейместĕр-çке çулла. Кооператива ĕçе çỹрекенсем пахча çимĕçне те ытлăн-çитлĕн илсе çитереймеççĕ. Çакăншăн йĕркелекенсене тав тумалăх пурах.

 Анат Туçари лагерь ачисем те канупа кăмăллă. Тутар Тимешне сăвăрсем курма кайни пурин асĕнче те юлатех. "Дружба", "Экстремал" отряд членĕсем тĕрлĕ вăйăра ăмăртаççĕ. Асфальт çинче ỹкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. Пĕр-пĕринпе тупăшсах, пỹле-пỹлех кĕске шỹтсем калама пĕлеççĕ. Сăвă вулассипе ăмăртма палăртнă. Юлашки кунĕнче кăвайт чĕртесшĕн.

Рейд бригади членĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, ачасен канăвĕпе кăмăллă пулчĕç. Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕ вырăнлă усă курăнать. Хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтерме сĕнсе хăварчĕç. Çĕньялта, акă, ачасене ĕçмешкĕн ятарлă савăтпа вĕретнĕ шыв лартнă. Виткĕçĕ çук. Шыв тĕпĕнчи лĕккине тăкса тăмаллах. Шăнкăртамри вăтам шкулта тĕтĕмлетнĕ кăлпасси çитереççĕ. Ăна вара темиçе кунлăхах илсе хунă. Хăш-пĕр таварăн сертификачĕн срокне пăхман курăнать. Çуллахи вăхăтра ачасене апатлантарнă чухне тимлĕх кирлех. Çакна кирек хăш столовăйĕнче те асра тытмаллах.

Социаллă центр та çулленех йĕркелет ачасен канăвне. Пĕрремĕш сменăра 10 ача канать. Пурĕ 4 смена йĕркелеме пăхнă. Çăмăллăхпа инвалид, тăлăх ачасем, йышлă ачаллă, ăнăçсăр, сахал тупăшлă çемьерисем усă кураççĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнчен çиччĕшĕ "Белые камни", 30-мĕшĕнчен виççĕшĕ "Алый парус" лагерьсене тухса каяççĕ.

Лагерьти кашни кун, кашни сехет асра юлмалла иртет. Пурнăçра вăл кун тепĕр хут çаврăнса килместех. Канăва усăллă йĕркелени вара ачасен тавра курăмне анлăлатма, ăс-тăна пуянлатма, çĕннине пĕлме пулăшмаллах. Çакна тĕпе хунă та ĕнтĕ вĕсене уçнă чухне.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 июня 2007
00:00
Поделиться