Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултăр паха утă _выльăх тăрĕ тутă

 

Районти Акатуй-Сабантуй умĕн ирттернĕ уй-хир смотрĕнче "Красное знамя" хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçмалăх тĕрлĕ йышши апат хатĕрлессипе мĕнле ĕçленипе паллаштарнăччĕ. Çавна май утă çулакан, пуçтарса преслакан, турттаракан мĕн пур техникăна нумай çул ỹсекен курăк пуссине илсе тухнăччĕ. Мĕншĕн шăпах çак хуçалăха суйласа илни пĕрре те ăнсăртран мар. Сăкăтсем "симĕс ĕççине" пуçаруллă хутшăнни куçкĕрет. Куçпа виçейми анлă улăхра иртен пуçласа каçченех машина-трактор кĕрлевĕ илтĕнсе тăрать. Кунта утă хатĕрлесси ăнăçлă пырать. Паянхи куна 250 гектара яхăн нумай çул ỹсекен курăка çулнă. Çак ĕçе Иван Исаков, Николай Чернов КРМ-2.1 косилкăпа ăнăçлă пурнăçланă. Сергей Петрухин механизатор кĕреплепе пуçтарса пынă. Станислав Давыдов пресланă. Николай Кашланов тиесе тăнă. Виталий Силюков, Анатолий Назаров, Алексей Бакашин водительсем турттарнă. Çапла вара кĕске хушăрах выльăх-чĕрлĕх валли 100 тонна яхăн паха утă хатĕрленĕ. 60 гектар çинчи утта халăха сĕтшĕн уйăрса панă.

Владимир Кузнецов механизатор тĕрлĕ культурăсене çум курăкран, хурт-кăпшанкăсенчен гербицид сапать. Хуçалăхра çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕр йăранĕн хушшисене çырассине те аван йĕркеленĕ. Кукуруза речĕсене удобрени сапса кăпкалатаççĕ.

 Çак кунсенчех донникран сенаж хума пикенеççĕ. Кĕçех траншейăсем паха сенажпа тулĕç. Апат ха-тĕрлес ĕç технологине çирĕп пăхăнаççĕ кунта. Кĕвелĕкпе усă курнăран пахалăхĕ те лайăх пулать. Сенажа пусăрăнтарнă çĕрте çулленех хăватлă тракторсемпе усă кураççĕ. "Хир-ферма" конвейер пĕр тикĕссĕн куçать.

Хир çулĕ такăрлансах пырать. Вырмана тухиччен выльăх апачĕ ытлăн-çитлĕн хатĕрлессишĕн пуçланнă ăмăрту хĕрсех пырать. Уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ механизаторсем. Çак ĕçпе Валерий Петрович Красников тĕп агроном интересленсех тăрать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 июня 2007
00:00
Поделиться